Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хальхинче ытларах

02 июля 2008 г.

Çĕнĕ Пăвари почта çыхăну уйрăмне Р.Мордвинова ертсе пыма пуçлани икĕ çул çеç-ха. Çапах та шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани, ял çыннисемпе пĕр сăмах тупни тỹрех сисĕнчĕ. Почтальонкăсем те кунта çĕнĕ çынсем. Людмила Пыркина, акă, Çĕнĕ Пăвасене, Альбина Алексеева Кĕçĕн Шăхальсемпе Аслă Шăхальсене, Турхансене хаçат-журнал çырăнтарас, ватăсене вăхăтра пенси парас тесе тимлеççĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех почтальонкăсем ял çыннисен кĕтнĕ тусĕсем пулса тăчĕç. Вĕсен çепĕç калаçăвĕ, вăр-варлăхĕ ватти-вĕттине те килĕшет. Çырăнтару вăхăтĕнче почтальонкăсем ял çыннисемпе час-часах тĕл пулса калаçрĕç. Çакăн усси пур. Хальхи вăхăтра "Елчĕк ен" хаçата 131 çемье илсе тăрать кунта, çитес çур çул валли вара 148 экземпляр çырăннă. Уйрăмах Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин, Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ Д.Горшков, А.Абрамов, Н.Курчин, И.Курчин, П.Егоров пенсионерсем, В.Волков предприниматель кашни çур çултах 3-6 экземпляр хаçат-журнал çырăнса илеççĕ. "Сатурн", "Колос" хуçалăхсен правленийĕсем те район хаçачĕсĕр юлмарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика