Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шỹтсĕр пурнăç _ çур пурнăç

02 июля 2008 г.

Кашни çыннăнах Турă панă пултарулăх пур. Пĕрисен вăл ачаранах палăрать, çавна пулах вĕсем ăна вĕренсе малалла аталантараççĕ. Иккĕмĕшсен те пур вăл, анчах пурнăç вĕсене урăх çулпа илсе каять. Пултарулăх вара çулсем иртсен аталанать, çиеле тухать. Тăрăм ялĕнче çуралса ỹссе çитĕннĕ Александр Васильевич Сорокинпа та шăпа çакнашкал килсе тухать. Районти "Колхоз ялавĕ" хаçатпа малтанах çыхăну тытнăскер, колхозри комсомол секретарĕнче ĕçлет, Совет Çарĕнче çар службинче пулать, унтан хăй ирĕкĕпе çирĕм çул хĕсметре тăрать. Çав вăхăтра пирĕн хаçатпа çыхăну татăлать. 4-5 çул каялла А.Сорокин пирĕн пата хăйĕн пĕрремĕш калавне илсе килнине ас тăватăп. Шỹтлĕ калав тỹрех кăмăла кайрĕ. Ун хыççăн тепĕр калав, шỹтлĕ сăвă, кулăш илсе килсе пачĕ. Халĕ вара Александр Сорокинăн ал çырăвĕсене хапăлласа йышăнатпăр. Çак кунсенче Александр Сорокинăн "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕнче "Шỹтсĕр пурнăç _ çур пурнăç" ятпа кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Автор унта халиччен çырнă шỹтлĕ калавсене, сăвăсене, аслисемпе ачасен калаçăвĕсене кĕртнĕ. Унăн произведенийĕсене вулатăн та вăл пурнăçа курма пĕлнипе, шухăша вулакансем патне илĕртỹллĕ чĕлхепе çитерме пултарнине туйса илетĕн. Кашни йĕркере ăшă, шỹт, пурнăçа юратни палăрать. Александр Сорокинăн "Шỹтсĕр пурнăç _ çур пурнăç" кĕнекине районти библиотекăсенче, киосксенче ыйтăр. Шỹтлĕ сăвă-калавсемпе паллашмасăр ан юлăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика