Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турра халалланă пурнăç

02 июля 2008 г.

Турра халалланă пурнăç Турă йĕркине çирĕп тытса пыракан чиркỹ çыннисем Тĕмер ялĕнче яланах хисепре пулнă. Шăпах вĕсен ячĕ-сумне пула иртнĕ ĕмĕрте темиçе хутчен те хупма тăнă чиркỹ сыхланса юлнă. Турра ĕненекенсемшĕн унăн алăкĕ паянхи кунчченех уçă. Вырăс православи чиркĕвне мухтаса службăра тăракан çынсем хушшинче чи хисеплĕ вырăнта Геннадий Галкин протоиерей тăрать. Тĕмер чиркĕвĕнче ĕçлемен пулин те ялти ватă çынсем хăйсен паллă ентешне лайăх ас тăваççĕ. Геннадий атте çинчен мана унăн тăванĕ _ Тĕмерте çуралса ỹснĕ, халĕ Елчĕкре пурăнакан Владимир Алексеевич Галкин каласа пачĕ. Владимир облаçĕнчи Гороховец хулинчи Святой Сретенски хĕрарăмсен монастырĕнче ĕçлекен Геннадий митрофернăй протоиерейăн пурнăç çулĕ çăмăл килмен. Тĕмер ялĕнчи Турра ĕненекен çемьере вăрçă пуçланиччен икĕ çул маларах çут тĕнчене килнĕ вăл. Ачаранах чиркĕве çỹренĕ. Çакăншăн шкулта вĕреннĕ çулсенче учительсенчен сăмах илтнĕ. Вăтам шкул пĕтерсен малалла ăçта вĕренме каясси пирки иккĕленỹ пулман унăн: духовнăй семинари çеç. Тĕрлĕ чăрмавсене çĕнтерсе, часах хăйĕн ĕмĕтне пурнăçласа пĕрремĕш утăм тунă _ Саратоври духовнăй семинарине вĕренме кĕнĕ. Кунта Турă сăмахне, ытти предметсене вĕренесси уншăн чăн-чăн телей пулнă. Семинарире чăваш çамрăкĕ пур предметпа та питĕ лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе пынă. Анчах ĕмĕтне пурнăçлассинче чăрмав сиксе тухнă. 60-мĕш çулсенче, çĕршыва Н.Хрущев ертсе пынă вăхăтра, чиркĕве çĕнĕрен хĕсĕрлес тапхăр пуçланнă, чиркỹсене, вĕренỹ заведенийĕсене чылайăшне хупнă. Саратоври семинарие те çак шăпа пырса тивнĕ. Пĕр самантрах семинаристсене çар службине илсе кайнă. Ун чухне Геннадий семинарин виççĕмĕш курсĕнче вĕреннĕ. Виçĕ çул салтак службинче тăнă вăхăтра ĕнерхи семинаристсене "тỹрĕ çул" çине тăратас тесе подразделени замполичĕ сахал мар ĕçленĕ. Анчах ачаран çирĕпленнĕ ĕненĕве никам та улăштарма пултарайман. Служба срокĕ вĕçленсен Геннадий Галкин малалла вĕренĕве Мускаври духовнăй семинарире тăснă. Семинари хыççăн Геннадий аттен монаха тухма та, духовнăй академире вĕренме те çул уçăлнă. Вăл пачăшка санне суйласа илнĕ. Унăн мăшăрĕ, Лидия Александровна Алешева, Патăрьел районĕнчи Турханта çуралса ỹснĕ. Унăн тăванĕ Герман епископ 30-мĕш çулсенче вырăс православи тĕнĕшĕн шар курнă, элеке пула ГУЛАГ лагерьне лекнĕ, унта вилнĕ. Священник санне илнĕ Геннадий атте Шупашкара куçса килет. Кунта та чăрмав сиксе тухать. Религи енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй справка парассине тăсса пырать, çавна пула çамрăк пачăшка прихута вырнаçаймасть. Пĕр вăхăт Шупашкарти Введенски чиркĕвĕн хорĕнче юрлать. Çемье пысăк йывăрлăх тỹсет: пурăнма вырăн çук, укçа-тенкĕ çитмест. 1965 çулта Геннадий аттене Куславкка районĕнчи Елчĕк ялĕнче прихут параççĕ. Ялĕ пысăк, совхозĕ пуян. Чиркĕве çĕнетме, юсама шутлать. Анчах юрамасть иккен. Ăна пăхмасăрах Геннадий атте ĕçе пуçăнать, районтан килнĕ комисси итлемен пачăшкăна штраф парать. Вырăнти влаçпа "пĕр чĕлхе" тупайманскере прихутран кайма хистеççĕ. Çакнашкал "айăпсем" темиçе те пулаççĕ: е вырăнти пĕр ертỹçĕ ыйтнипе вăрттăн тин çуралнă ачана шыва кĕртет, е пĕр-пĕр çамрăка духовнăй семинарие вĕренме кĕме пулăшать. Вырăнти влаç чиркỹ ĕçне тимлĕ сăнаса тăрать, пĕр "айăпа" та каçармасть. Çапла майпа пачăшкăн ĕç вырăнне темиçе те улăштарма тивет. Çемьене йывăр килнĕ, анчах Лидия матушка упăшкине ăнланать, ỹпкелемест. Влаçпа чиркỹ хушшинчи хирĕçтăру кăмăла пăсать, сывлăха хавшатать. 1974 çулта Геннадий атте хăйĕн çемйипе Владимир облаçĕнчи Гороховец хулине куçса каять. Владимир тата Суздаль архиепископĕ Николай ăна çапла калать: "Гороховец чиркĕвне 40 çула яратăп". Унтанпа 34 çул иртет, чиркỹри служба тума пуçăннăранпа 44 çул çитет. Гороховецра вăл вăхăтра пĕртен-пĕр Хусан чиркĕвĕ çеç ĕçленĕ. Унта вăл Вениамин аттепе 18 çул килĕштерсе служба тăвать, ăна паянхи кунчченех ырăпа аса илет. Владимир çĕрĕ Раççейре православи тĕнне пуçарса яракан центр шутланать. Кунта пурăнакансем православи тĕнне темле йывăр саманара та хисепленĕ, халĕ те çавăн пекех. Вырăнти влаç та чиркỹ ĕçне сĕмсĕррĕн хутшăнман, хĕсĕрлемен. Геннадий протоиерей тĕне ĕненекенсем умĕнче часах пысăк хисеп çĕнсе илет. Хăйĕн çемйипе Гороховеца куçса килнĕренпе вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Геннадий Галкин митрофорный протоиерей вырăс православи чиркĕвĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Святой Благовернăй Даниил князĕн III тата II степень орденĕсене, престолпа тан Владимир князĕн III степень орденне, Вырăс православи чиркĕвĕн грамотине тивĕçнĕ. Геннадий аттен ачисем тахçанах ỹссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Хĕрĕсем пачăшкăсене качча тухнă. Елена _ чиркỹ çумĕнчи вырсарни кун шкулĕн директорĕ, Ольга _ чиркỹ хорĕн дирижерĕ. Сергей ывăлĕ Чулхулари чиркỹ настоятелĕ пулса службăна ертсе пырать. 6 мăнукĕ те ура çине тăнă ĕнтĕ. Вĕсен йышĕнче аспирант та, студент та, шкул ачи те пур. Пирĕн ентеш паянхи кун та Христос тĕнне ĕненекенсене хавхалантарать, лăплантарать, тỹрĕ çул çине тăма пулăшать. Турă сăмахне ĕненекенсем патне çитерме пултарнине, вĕсене тỹрĕ çул çине тăма пулăшнине Гороховец çыннисем пысăка хурса хаклаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика