Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлĕнтермĕш _ манăн ял

02 июля 2008 г.

Çут çанталăкра тĕлĕн-термĕш нумай _ сăнама, курма пĕлни анчах кирлĕ. Маншăн хамăр ял та _ тĕлĕнтермĕш. Пирĕн районта ялсем нумай, вĕсем хăйсен историйĕпе, сăн-сăпачĕпе, çынсен тавра курăмĕпе, чĕлхипе, пурнăçри йăли-йĕркисемпе уйрăлса тăраççĕ. Манăн тăван ял, Çĕнĕ Эйпеç, районти ытти ялсенчен мĕнпе уйрăларах тăрать-ши? Çуркуннепе çулла пирĕн яла килнĕ çын тỹрех садсенчи, çырма-çатрасенчи йывăç-тĕмсем ешернине асăрхать. Садри шап-шурă чечекпе витĕннĕ улмуççисем, чие, слива, хурлăхан тĕмĕсем çинче канăçсăр вĕлле хурчĕсем "ĕçлеççĕ"... Ял историйĕ вăрăм мар, эпир çак çĕр çинче икĕ ĕмĕр те пурăнма ĕлкĕреймен, çапах та ял çыннисен тăрăшулăхне кура садсем ĕрчетес, хурт-хăмăр тытас ĕçре таврара ырă ят илме ĕлкĕрнĕ. Ял историйĕнче çырса хăварнă тăрăх, çут çанталăк сивĕпе садсене шăнтса пĕтернĕ. Çук, никам та аллине сулман, çĕнĕрен садсем ĕрчетнĕ, чире пула типшар курнă хурт-хăмăр ăстисем çĕнĕлле ĕçлеме пуçланă, пăтăрмаха çĕнтернĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çанталăк тепĕр тĕрĕслев тунă, садсем каллех шăнса пĕтнĕ, хурт-хăмăр ăстисем чире пула вĕлле çемйисемсĕр тăрса юлнă. Килсе курăр: садсем каллех шурă чечекпе витĕнчĕç, хуçалăхсенче вуншар теçетке вĕлле çемйисем ĕрчетеççĕ. Çынсем маттур пирĕн, ĕçчен! Садсем çинчен сăмах пуçарсан никам та Митя тетене (ялта садовод Митя тенĕ), Воробьев Дмитрий Андреевича, асăнмасăр хăвармасть. Вăл сад ĕçне йĕркелесе пынă, унăн сачĕ районта чи лайăххи пулнă, уйрăм çынсене те пулăшнă, çĕнĕ тĕмсемпе тивĕçтернĕ. Паянхи çамрăксем те Митя тете ĕçне манмастпăр, малалла тăсса аталантарса пыма тăрăшатпăр. Хурт-хăмăр ăстисемпе те савăнма пултаратпăр. Вĕсем пĕр çул та пыл илмесĕр юлмаççĕ. Çамрăксем те вĕренсе пыраççĕ. Акă, Николай Пирожков, Александр Николаев чăн-чăн ăста шайне çитрĕç. Çавăн пекех Зинон Дружинин, Владимир Евполов, Федор Байдуганов, Василий Пирожков аслă ăрури хурт-хăмăр ăстисем те хăйсен ĕçĕпе савăнтараççĕ. Тата мĕн калам-ши тăван, хаклă, тĕлĕнтермĕш ялăм çинчен. Пирĕн районăн хăйĕн энциклопедийĕ пур, унта манăн ял çинчен çапла çырнă "...Отличительная черта... _ озелененность улиц и окрестностей, наличие садов..." Мĕнех, энциклопедине алла илĕр те, çĕр пиллĕкмĕш страницăна уçса вулăр, манăн сăмахсем тĕрĕсе килĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика