02 июля 2008 г.
Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн ялсенчи учрежденийĕсен Тĕп врачĕн кунĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ И.Лисенкова, асăннă министерствăн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Григорьева, штатра тăман тĕп специалист-экспертсем Т.Винокур, В.Григорьев, Т.Чернова, Елчĕк район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый хутшăнчĕç. Тухтăрсем чи малтанах Елчĕк районĕн тĕп больницинче, унтан Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче пулчĕç, вĕсенчи çĕнĕлĕхсемпе тата сиплевçĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Районти сиплевçĕсем 22 пин те 903 çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Сиплев учрежденийĕсем юлашки çулсенче палăрмаллах çĕнелсе улшăнчĕç. Районти тĕп больницăн, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 9 уйрăмĕн, 22 фельдшерпа акушер пункчĕн пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленчĕ. "Сывлăх" приоритетлă наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2007 çулта çеç сиплев учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсе федераци бюджетĕнчен уйăрнă 9 миллион та 884 пин те 990, вырăнти бюджетри 5 миллион та 473 пин те 100 тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнă. Вырăнти бюджетăн укçи-тенкипе Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне çĕнетсе хута янă, Елчĕкри тĕп больница поликлиникине, хĕрарăмсен консультацин пỹлĕмне юсанă, тĕрлĕ пурлăхпа оборудовани туяннă. Медицинăпа санитарин пуçламăш пулăшăвĕ парассине лайăхлатнă. Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри тĕп больница валли 2 "Газель" санитари автомашини, фиброгастродуоденоскоп, лаборатори оборудованийĕ, рентген аппарачĕ туяннă. Маларах асăннă сиплев учрежденийĕсен ĕç опычĕпе паллашнă хыççăн тухтăрсем райадминистрацин ларусем ирттермелли пысăк залне пухăнса республика шайĕнчи ларăва хутшăнчĕç. Ăна министрăн çумĕ И.Лисенкова ертсе пычĕ. Ларăва хутшăннисене чи малтанах район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый саламларĕ. "Приоритетлă наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2006-2010 çулсенче Чăваш Республикин сывлăх сыхлав сферинче медицинăпа санитарин пуçламăш пулăшăвне парассине лайăхлатасси" ыйтупа Елчĕк, Канаш, Пăрачкав районсен тĕп тухтăрĕсем Л.Клементьева, Р.Федорова, Е.Галкина тухса калаçрĕç. Тĕп тухтăрсен доклачĕсене итленĕ хыççăн И.Лисенкова сиплев сферинчи лайăх енсемпе çитменлĕхсене палăртса хăварчĕ. "Республикăри кардиологи диспансерĕ", "Республикăри клиникăпа онкологи диспансерĕ", "Республикăри ỹт-тирпе венерологи диспансерĕ" учрежденийĕсен ялсенчи халăха медицина пулăшăвĕ парасси" ыйтупа Т.Винокура, В.Григорьева, Т.Черновăна итлерĕç. Çакăн евĕр тĕл пулусем йĕркелени ялти тухтăрсемшĕн питĕ усăллă пулнине палăртрĕç ларăва хутшăннисем.