02 июля 2008 г.
Иртнĕ эрне кун Елчĕкре Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин коллегийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне республикăри районсенчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен ветеринари станцийĕсен начальникĕсемпе тĕп бухгалтерĕсем, çавăн пекех Елчĕк район пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăннă. Коллеги ларăвне патшалăх ветеринари службин коллеги председателĕ _ Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин ертỹçи В.Тихонов ертсе пынă. Коллеги ларăвне хутшăннисем малтан акционерсен "Прогресс" обществин Патреккелти ĕне тата сысна фермисене çитсе курнă, ĕç опычĕпе паллашнă. Курмалли, вĕсенчен вĕренмелли сахал мар. Ĕне ферминче ĕç тухăçлăхĕ пысăк, пĕтĕм ĕçе механизациленĕ. Хальхи вăхăтра пикенсех сенаж хываççĕ. Сысна ферминче те ĕç кал-кал пырать, самăртассин, çура туса илессин кăтартăвĕсем пысăк. Хуçалăхра пурĕ 3800 пуç сысна шутланать, çав шутран 1600 пуçĕ _ ландрас ăратлă. Вĕсене Патреккелти фермăна вырнаçтарнă. Малашне ландрас ăратлă сыснасене ĕрчетесси çине республикăра пысăк тимлĕх уйăрма палăртнă. Акционерсен "Прогресс" обществи вара вĕсене ятарласа ĕрчетессипе ĕçлеме ирĕк _ лицензи те илнĕ. Коллеги ларăвĕн теори пайĕнче Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин пай пуçлăхĕ Г.Лукин, "Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен республикăри станци" патшалăх управленийĕн начальникĕ А.Судаков, финанспа бухгалтери учечĕн уйрăмĕн начальникĕ А.Олангаева тухса калаçнă. Вĕсем кăçалхи 6 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене тишкерсе хак панă. Патшалăх ветеринари службин коллеги председателĕ _ Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин ертỹçи В.Тихонов коллеги ларăвĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ май ĕçре палăрнисене _ районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен ветеринари станцийĕн начальникне А.Скворцова, ветеринари лабораторийĕн заведующине О.Мудрецовăна Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин Хисеп грамотисене парса чысланă. Район пуçлăхĕн Хисеп грамотисене Лаш Таяпари ветеринари участокĕн заведующийĕ П.Ермолаев, выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ А.Скворцов, И.Николаева ветврач-эпизоотолог, выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн администрацийĕн Хисеп грамотисене Кĕçĕн Таяпари ветеринари участокĕн санитарĕ Н.Михайлова, Аслă Таяпари ветеринари участокĕн фельдшерĕ В.Львова, Л.Иванова санитар, районти ветеринари лабораторийĕн лаборантки А.Андреева илме тивĕç пулнă.