Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхне çĕнĕ техника кирлĕ

02 июля 2008 г.

Тунти кун район администрацийĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен черетлĕ канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура иртнĕ эрне итогĕсене тишкернĕ, малашнехи ĕçсене палăртнă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина районта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне нумай çул ỹсекен курăксене 5030 гектар çинче çулнă, çав шутран утăлăх _ 1800 гектар, сенажлăх _ 630 гектар. Канашлу кунĕ умĕн 1400 тонна утă, 3500 тонна сенаж хатĕрленĕ. Утăпа сенаж хатĕрлес ĕçсем "Победа", "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, "Прогресс" ЗАОра, "Эмметево" ОООра, К.Маркс ячĕллĕ, "Сатурн" хуçалăхсенче аван пыраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕ техника туянасси çинче чарăнса тăнă май Н.Ильина çакăн пек цифра илсе кăтартрĕ: кăçал районти хуçалăхсем 22 тĕрлĕ çĕнĕ йышши техника туяннă. Çак шута тĕш тырă пухса кĕртекен комбайнран пуçласа культиватор таранах кĕрет. Пĕрремĕш çур çулта техника паркне пуянлатса "Комбайн" _ 6 тĕрлĕ техника, "Марс" _ 5 техника, "Прогресс", "Кушкă", "Арланово" хуçалăхсем 4-3-шер техника туяннă. Иртнĕ эрнере Çĕрпỹ районĕнче "Уй кунĕ" иртнĕ. Унта ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕнĕ техникăн выставкине йĕркеленĕ. Выставкăна пирĕн районтан хуçалăхсен ертỹçисем, инженерсем, механизаторсем кайса курнă. Курмалли, паллашмалли чăнах та нумай пулнă. Раççейри, ытти çĕршывсенчи 40 предприятипе фирма хăйсен 140 тĕрлĕ техникипе агрегачĕсене выставкăна илсе килнĕ. Канашлура унта ỹкерсе илнĕ кадрсене кăтартрĕç. Çĕнĕ техника туянасси çинчен сăмах пуçарнă май район пуçлăхĕ Н.Миллин çакна палăртрĕ: çĕнĕ йышши техника хăйĕн хакне часах кăларать. Пире халĕ кивелнĕ ДТсем, комбайнсем мар, энергие перекетлекен çĕнĕ йышши хăватлă тракторсем, комбайнсем кирлĕ. Çавăнпа çĕнĕ техника туянмалла, киввисенчен хăтăлмалла. Иртнĕ эрнере пирĕн районта республика пĕлтерĕшлĕ икĕ канашлу иртнĕ: ялсенчи сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсен тĕп врачĕн кунĕ тата Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин коллегийĕн Елчĕк районне тухса ирттернĕ ларăвĕ. Вĕсем çинчен районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Л.Клементьева тата выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ А.Скворцов каласа пачĕç. Канашлура çавăн пекех ялсенче хытарнă çулсем тăвас, пушă выртакан çĕрсемпе усă курас, тавралăха тирпей-илем кĕртес тата ытти ыйтусене хускатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика