Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй патне илĕртĕ

28 июня 2008 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2007 çулхи чỹк уйăхĕн 9-мĕшĕнче йышăннă 97-мĕш номерлĕ "Чăваш Республикинчи ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен" Указĕ культработниксен чунне çĕклентерчĕ. Питĕ кирлĕ вăхăтра тухрĕ саккун. Ялсенчи клубсем _ культура вучахĕсем. Вĕсене юсаса çĕнетес ĕçре нумай чăрмавпа тĕл пулатпăр эпир. Халĕ вара патшалăх та пулăшсан, пирĕн ĕç малалла каясси куç кĕретех. Патреккелти культура çуртне модернизацилеме пуçăннă ĕнтĕ. Чи малтанах çурт тăррине çĕнĕрен витнĕ. Пырса кĕрекен алăка улăштарнă, стенасене çĕнĕ тĕс кĕртнĕ, фойери урайне мрамор сарнă. Юсав ĕçĕсем пурнăçланă çĕрте Елчĕк ял тăрăхĕн укçи-тенки тăккаланать. Каярахпа культура çуртне республика кирлĕ оборудованипе, çав шутра çутă, музыка аппаратурипе тивĕçтерĕ. Республика бюджечĕн укçипех тĕслĕх клуба компьютерсем вырнаçтараççĕ. Клуб учрежденийĕсене модернизацилени ял пурнăçне нумай енĕпе интереслĕрех тума май парĕ. Ял-йыш тĕслĕх клуба каçхине юрлама-ташлама çеç мар, тĕрлĕ ыйтупа кĕрсе тухĕ. Хальлĕхе вара ĕçлемеллисем пайтах-ха.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика