Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç илемĕ _ юратнă ĕç сĕр пурăнаймасть.

28 июня 2008 г.

 Чылай çын ĕçсĕр тăрса юлнине хăйĕн пурнăçĕнчи чи пысăк трагеди вырăнне хурать, вĕсене хăйсен халиччен йĕркеленсе пынă пурнăçĕ арканнăнах туйăнать. Ахальтен мар ĕç тупасси паянхи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланса тăрать. Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем, ĕç вырăнĕ тупса парассишĕн тимленипе пĕрлех, ĕçсĕр граждансене психологи пулăшăвĕ пама та тăрăшаççĕ. 2008 çулхи пĕрремĕш çур çулта 44 ĕçсĕр çын психологи пулăшăвĕ илнĕ, вĕсенчен 5-шĕ халиччен ниçта та ĕçлемен, 2-шĕ инвалид, 10-шĕ вара _ ĕçпе тивĕçтерекен центрта нумай вăхăт учетра тăракансем. 18 ĕçсĕр юлнă çын социаллă адаптаци енĕпе пулăшу илнĕ. Çыннăн ĕçлес кăмăлĕ çук пулсан (çакă нумай вăхăт ĕçлемесĕр килте ларсан пуçланать) ăна ĕç тупса пама пушшех те йывăр. Çак тапхăрта çын ыттисенчен ютшăнма пуçлать. Унăн кỹренỹ туйăмĕ, вăтанчăклăх аталанма пултарать. Ĕçсĕр граждансен ĕç шырас, тупас, ĕçлес кăмăл-туйăмне вăйлатас шутпа районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта "Ĕçе вырнаçассин технологийĕ", "Малашлăх пирĕн алăра" тренинг-семинар иртрĕ. Унта "Аспект" вĕрентỹпе методика центрĕн психологĕ В.А.Еркова та хутшăнчĕ. Кашни тренинг занятийĕ 14-шар ĕçсĕр çынпа иртрĕ. Заняти информаци тата практика пайĕсенчен тăчĕ. Информаци пайĕнче калаçу ĕç рынокĕнчи лару-тăру, унти чи кирлĕ профессисемпе специальноçсем, харкам хăйĕн ĕçне пуçламалли майсем, вăхăтлăх тата обществăлла ĕçсем, професси вĕренĕвĕ, квалификацие ỹстересси пирки пычĕ. Практика пайĕнче тренинг участникĕсем ăнăçлă ĕçе вырнаçмалли майсемпе паллашрĕç, тестировани ирттерчĕç, резюме çырса хатĕрлеме вĕренчĕç, унăн тĕслĕхĕсене тишкерчĕç. Çавăн пекех вакансисен банкĕпе, психологи литературипе, ĕçе вырнаçассин технологийĕпе паллашрĕç. Кашни тренинга хутшăннă ĕçсĕр çын тематикăлла буклетсемпе паллашма пултарчĕ. Çак кунах ĕçпе тивĕçтерекен центрта чылай вăхăт учетра тăракансемпе уйрăм калаçусем те ирттернĕ. Вĕсене вăхăтлăх тата сезонри ĕçсем, професси вĕрентĕвĕ сĕннĕ, профконсультаци панă. Калаçу ĕçсĕр граждансене ĕç шыранă чухне пулăшу кỹме, кăмăл-туйăмне хăпартма, пусăрăнчăклăха сирме пулăшасса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика