28 июня 2008 г.
Юлашки çулсенче шкул ачисем хушшинче тăтăшах район, республика, Раççей шайĕсенче конкурссем пулса иртеççĕ. Шкул ачисем вĕсене активлă хутшăнаççĕ. Вĕрентекенсем те кон-курссен пĕлтерĕшне ăнланса унта ачасене ытларах явăçтарма тăрăшаççĕ. Раççей шайĕнчи акăлчан чĕлхипе ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулăн 6-мĕш класĕнче вĕренекен Ксения Савинова пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнă хыпар шкул ачисене те, вĕрентекенсене те, ытти шкул ĕçченĕсене те шутсăр савăнтарчĕ. Ксения Çирĕклĕ Шăхаль шкулне Кỹлпуç ялĕнчен çỹрет. Пĕтĕм предметпа "5" паллăсемпе вĕренсе пырать. Çапах та унăн уйрăмах юратнă предметсем те пур. Литературăпа, историпе тата ют чĕлхесемпе кăсăкланать хĕр ача. Сăмахран, Раççей шайĕнче истори предмечĕпе ирттернĕ "Золотое руно" конкурсра та лайăх пĕлỹ кăтартнăччĕ. Тăрăшуллă хĕр ача чăваш тата вырăс литературисемпе çырнă сочиненисене çак предметсене ертсе пыракансем пысăк хак параççĕ. Унсăр пуçне Ксения калавсем, сăвăсем тата сценарисем çырма кăмăллать. Класра культурăпа массăллă тата илемлĕх секторĕсене ертсе пынă май Ксения класс ертỹçине чылай çăмăллăх кỹрет. Ахальтен мар 6-мĕш класс ачисем сцена çинче лартса панă постановкăсене е ытти мероприятисене шкул коллективĕ яланах кăмăллăн йышăнать. Шкулти ытти обществăлла ĕçсене те хапăлласах хутшăнать хĕр ача. Вĕсене тĕплĕ, вăхăтра туса пырать. Çавăнпа ăна вĕрентекенсем те, класри ачасем те хисеплеççĕ, унпа мухтанаççĕ. Çак йĕркесене çырнă чух мана тепĕр ыйту канăç памарĕ. Ксения пек пултаруллă ачасем татах та пур вĕт-ха. Анчах мĕншĕн вĕсем ун шайне çитеймеççĕ? Вăл кăна та мар, тепĕр чухне лайăх паллăсемпе те вĕренеймеççĕ? Ку, чи малтан, паллах, вĕрентекенрен килет. Унăн анлă тавра курăмĕ, тĕрлĕ методика суйласа илсе дидактика хатĕрĕсемпе пĕлсе усă курма пĕлни, вĕренекенсемпе уйрăм ĕçлени пысăк вырăн йышăнаççĕ. Калас пулать, акăлчан чĕлхине вĕрентекен Е.Федорова вĕрентỹ меслечĕсене аллинче çирĕппĕн тытса пырать. Унăн вĕренекенĕ Ксения Савинова Раççей шайĕнче акăлчан чĕлхипе ирттернĕ конкурсра пĕрремĕш вырăна тухнинче Елена Ивановнан тỹпи питĕ пысăк. Анчах тепĕр чухне вĕрентекен темле талпăнсан та палăртнă тĕллев патне çитеймест-çке. Айăпĕ ăçта? Çемьере! Паянхи çемьери ашшĕ-амăшĕ ачине кашни кун курать-и-ха? Ашшĕ-амăшĕ çумра пулсан кашни çемьерех ача лăпкăлăх тупаять-ши? Иккĕлентерет. Мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшĕ ачисене тĕрĕс воспитани парас ĕçрен пăрăннă тĕслĕхсем пайтах. Çапах та ку анлă тема, çавăнпа ăна уйрăм çутатса парăпăр. К.Савинова вара сăпайлă, ĕçлекен çемьере çитĕнет. Çемье пуçĕ, Виталий Витальевич, водитель пулса ĕçлет, амăшĕ _ лавккара сутуçă. Тỹрĕ кăмăллăхшăн, ĕçченлĕхшĕн, халăхпа сăпайлă пулнăшăн ял халăхĕ вĕсене хисеплет. Икĕ хĕр ỹстереççĕ вĕсем. Пĕр-пĕрне хисеплесе юратни çак çемьене чăмăртаса тăрать. Полина Владимировнăпа Виталий Витальевич хĕр ачасен шкулти ĕçĕсемпе яланах кăсăкланса тăраççĕ, шкула пырса çỹреççĕ, класс ертỹçипе тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яваççĕ. Хĕр ачасем вара ашшĕпе амăшĕн тĕслĕхне тĕпе хурса вĕренỹре те, ĕçре те ырă енсемпе çеç палăраççĕ. Çемье ăшши ача-пăчана вĕренỹре те, пурнăçра та пысăк ỹсĕмсем тума вăй-хăват парать. Раççей Правительстви 2008 çула "Çемье çулталăкĕ" тесе палăртнă май йĕркеллĕ çемье çинчен çырма уйрăмах кăмăллă. Ачасене тĕрĕс воспитани паракан Савиновсен çемйи чăнласах тав сăмахне тивĕç. Хăйсен енчен вĕсем вĕрентекенсене ырăпа кăна аса илеççĕ. Çапла вара шкулпа çемье тачă ĕçленин результачĕ куç умĕнче. Çавăн пек пулмалла та.