28 июня 2008 г.
Федерацин пичет тата массăллă коммуникацисен агентствипе Раççей кĕнеке союзĕ "Манăн çемье библиотеки" Раççей шайĕнчи конкурс ирттереççĕ. Конкурса кĕнекене юратакансем, пропагандăлакансем, килти пысăк библиотека хуçисем хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерỹçĕсем 2008 çулхи авăн уйăхĕнче иртекен Мускаври Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке выставкине кайса курĕç, çĕнĕ кĕнекесемлĕ пулĕç. Раççейри Çемье çулталăкĕнче иртекен "Манăн çемье библиотеки" конкурсăн тĕллевĕсем _ обществăра çемье авторитетне ỹстересси, кĕнеке вулассине, ун пĕлтерĕшне хăпартасси, кĕнекепе информаци культурине, пурнăçра тĕрĕс хаклавсем никĕслесси тата ытти те.