Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв вăл _ пурнăç

28 июня 2008 г.

 Сывлăха сыхлакан пĕтĕм тĕнчери организаци кăтартăвĕсем тăрăх, çĕр çинче япăх пахалăхлă шыв ĕçнипе кашни çулах 500 миллион çын чирлет. Çакна пула лайăх аталаннă çĕршывсенче те çулталăкра вун-вун миллиард доллар тăкаклаççĕ. Пирĕн республикăра та шыв ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Чăваш Ен шыв ресурсĕсемпе пуян пулин те, хăш-пĕр районсем тăрăх юхан шывсем юхса иртмен пирки ĕçмелли шыв ыйтăвĕ кашни кунах хăй çинчен аса илтерет. Республикăн кăнтăр тата центрта вырнаçнă районĕсенче пурăнакансене ĕçмелли шыв ыйтăвĕ çеç мар пăшăрхантарать. Кунта техника нушисем валли усă курмалли шыв та çителĕксĕр. Шел те, шыв ресурсĕсем тĕрĕс-тĕкел теме те çук. Сăнаса тăракан шыв объекчĕсенчи шывсем шыв пахалăхĕн 3-6 класне çеç тивĕçтереççĕ. Кунти шывсене нефть продукчĕсем, цинкпа тимĕр хутăшĕсем варалаççĕ. Çакна та асăнса хăвармалла, унчченхи çулсемпе танлаштарсан, Шупашкар тата Куйбышев шыв хранилищисенчи тата Сăр юхан шывĕнчи шыв пахалăхĕ ỹснĕ. Пĕчĕк юхан шывсенче шыв пахалăхĕ унчченхи шайрах юлнă, улшăнман. Шыв объекчĕсене пысăк сиен кỹрекенĕ _ çĕр эрозийĕ. Юхан шывсем хĕррисенчи çырансем ишĕлеççĕ. Шыв пахалăхĕ чакать. Çав вăхăтрах пурăнмалли çуртсемпе хуçалăх хуралтисене, экономика объекчĕсемпе акмалли çĕрсене çырма сиен кỹрет. Экономикăра йывăрлăхсем пур пулин те республикăри халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес тĕллевпе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Чăваш Енре "Ĕçмелли шыв" ятарлă программа ĕçлет. Республикăра 1996 çултанпа тата тепĕр программа _ "Атăл çĕнелĕвĕ" _ ĕçлет. Ăна пурнăçлама федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Программăн тĕп енĕсем _ тасатмалли сооруженисене тăвасси тата çĕнетесси, çырана çирĕплетмелли ĕçсем, эрозие чаракан сооруженисем, хуласемпе поселоксенче йăлари хытă каяшсен полигонĕсене тăвасси, саккун сыхлакан территорисене аталантарасси. Программа ачасемпе çитĕннисене экологи воспитанийĕ парассине те шута илет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика