21 июня 2008 г.
Тем те пулать иккен пурнăçра. Пỹртре ларнă çĕртех нимсĕр тăрса юлма та пулать. Ытлари кунхи аслатиллĕ, вăйлă, пăрлă çумăр Патреккелĕнчи А.Миллинсен икĕ хутлă хуралтине пĕтĕмпех çĕмĕрнĕ, икĕ хутлă пỹрт çамкинчи кирпĕче хускатнă. Сиен Элекçей Тимешри Ишмуратовсенчен, Сычаевсенчен, Антоновсенчен, Кузьминсенчен те пăрăнса иртмен. Çак хуçалăхсен çурчĕсен, хуралтисен тăррисене сỹсе ывăтнă. Шиферсене вуншар метра вĕçтернĕ çил-тăвăл. Юрать, ял çыннисем урамран кĕрсе тарнă, пысăк инкек-синкекрен хăтăлнă.