Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявсем пит лайăх, ун хыççăн вара...

21 июня 2008 г.

Уявсем пит лайăх, ун хыççăн вара... Çĕртме уйăхĕнчи кĕтнĕ, пысăк уявсем те _ Раççей кунĕ, Çимĕк хыçа юлчĕç. Патшалăх кану кунĕсене нумайлатнă май çывăхрисем çеç мар, инçетре пурăнакансем те çуралнă кĕтесе ашшĕ-амăшĕпе, тус-тăвансемпе тĕл пулас тĕллевпе килсе çитрĕç. Çуралнă тăрăхра чылайранпа пулманнисем тăван ял сăнĕ улшăннине, илемленнине пытармаççĕ. Урамсем таса, кил-çуртсене, хапхасемпе картасене илемлĕ тĕссемпе сăрласа çĕнетнĕ. Хăнасем килнĕ çĕре тирпей-илемшĕн ăшталанать кил хуçи. Патреккел çыннисем пушшех ку енĕпе харсăр. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Çимĕкре ял уявĕ иртет кунта. Хамăр юрăçсен çеç мар, Шупашкартан килнĕ ансамблĕн пултарулăхĕпе те паллашрĕç, Анаткассемпе Тукассем тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшрĕç. Патреккел Арбачĕ çурçĕр иртсе икĕ сехетчен кĕрлесе тăчĕ. Уяв хаваслă иртнĕ хыççăн Хĕвел тухăç урамĕ çỹп-çаппа тулни пĕрре те килĕшỹллĕ мар вара. Пылак шыв савăчĕсем, тĕрлĕ хутсем сапаланаççĕ, сăра бутылкисене пăрахса хăварнă. Культура ĕçченĕсем, çав урамра пурăнакансем мĕнле айăпа кĕнĕ-ши, вĕсен ир-ирех çỹп-çапа пуçтарма тивнĕ. Пуçлăхсем темле çирĕп ыйтсан та, темшĕн хăшĕ-пĕри тирпей-илем çине пысăк тимлĕх уйăрмасть, кỹршĕсенчен те вăтанма пĕлмест. Акă, Патреккелĕнчи Ленин урамĕнче пурăнакан П.Герасимов хуçалăхнех илер. Строительство ĕçĕсем пурнăçланă хыççăн пахча умĕнчи çĕр аннă, вăйлă çумăр хыççăн вара пысăк кỹлленчĕк пулса тăнă. Çакна кăна кĕтнĕ тейĕн кăвакалсем _ çатăлтатаççĕ çеç пылчăклă лỹшкенчĕкре. Иртен-çỹренсем урама çăрăлтарнăшăн шутсăр кăмăлсăр. Паллах, кун пек илемсĕрлĕх кама килĕшĕ? Хур-кăвакалсене урамра мар, кил хушшинче ỹстермелле. Çавăн пекех Патреккелти Çĕнĕ, Çамрăксен урамĕсенче эрĕм-вĕлтĕрен ашкăрать. Ку урамсене çутă кĕртесшĕн, анчах тирпейсĕрсене часах çитĕ-ши çак уяв. Сăмах май каласан, уявсем вăхăтĕнче çеç мар, халĕ те Хурăнварта сĕм тĕттĕм пулсан та музыка сасси чарăнмасть. Кунта та çав çитменлĕхех _ хаваслă каннă ушкăнсем хыççăн çỹп-çап сапаланса выртса юлать. Хăçан вĕренĕпĕр-ши тирпей-илеме? Çак кунсенче Хурăнвар йĕри-таврашне Элекçей Тимеш хĕрарăмĕсем пĕр çỹп-çап хăвармасăр тасатрĕç. Нумая пырĕ-ши вăл?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика