21 июня 2008 г.
Ака ĕçĕсене çỹллĕ шайра пурнăçлама пултарнине районти комисси пысăка хурса хакланă "Сатурн", "Рассвет" хуçалăхсенче черетлĕ тепĕр яваплă тапхăра _ утă çине те тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илчĕç. Çакăн валли чи малтан ял хуçалăх техникине лайăх юсанă, вĕсене ĕçлеттерме шанчăклă çынсене çирĕплетнĕ. Юн кун асăннă хуçалăхсенче пулса куртăмăр, ертỹçĕсем _ Юрий Викентьевпа Юрий Мясников хăйсен тивĕçĕсене ăнланса, ĕçе чунтан юратса пурнăçланине вĕсем кулленхи ĕç-хĕл çинчен савăнса та, пăшăрханса та каласа кăтартнисенчен асăрхама пулчĕ. Юрий Мясников кĕрхи культура _ тритикале çитĕнекен уйпа уйрăмах кăмăллă, вăл пысăк тухăç пама шантарать. "Сатурн" хуçалăхри Ирина Иванова та чăн-чăн "çĕр хуçи" пулма çуралнă тейĕн. Вăл _ çамрăк, агрономра иккĕмĕш çул анчах тăрăшать. Хĕрỹ вăхăтра уйран кĕме пĕлмест. "Рассвет" хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксем 390 гектар çинче çитĕннĕ. Çав шутран 70 гектарне утăлăх уйăрнă. Палăртнă лаптăкри курăка пĕрремĕш хут çулассине вĕсем кĕске вăхăтра вĕçлерĕç. Ăна паккуссенче кушăхтарнă хыççăн рулонласа пухса кĕртме пикенчĕç. "Рассвет" хуçалăх ертỹçи Аслă Пăла Тимешри "Феникс" агрофирма ертỹçипе Юрий Александровпа пĕр чĕлхе тупнă. Малтан "Рассвет" хуçалăхри механизаторсем агрофирмăна çĕр хатĕрлеме, ял хуçалăх культурисене акма пулăшнă. Пулăшу хире-хирĕç. Утă çи вăхăтĕнче вара хăйсем çĕнĕ йышши КРН-2,4 курăк çулакан çĕнĕ техникине пама пулнă. Çавна май ĕçе тата кал-кал йĕркелесе пыма май килнĕ. Михаил Александров, Михаил Кириллов, Иван Иванов, Сергей Баймушкин механизаторсем, Анатолий Багадеров, Олег Кириллов, Сергей Афанасьев водительсем выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ. Хуçалăхри ĕçченсен ума илнĕ тĕллевĕсем пысăк: кĕске вăхăтра 200 тонна пахалăхлă типĕ утă, 2000 тонна сенаж хатĕрлесе хăвармалла. Çитес кунсенчех сенаж хывма пикенмелле, ăна хальлĕхе 150 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Тĕп ĕç Валерий Сергеев, Владимир Петров механизаторсем çине тиенет. "Сатурн" хуçалăхра утăлăх уйăрнă лаптăка çулма Вениамин Лисицынпа Анатолий Абрамова шанчĕç. Иван Титов механизатор та вăр-вар пулчĕ, мĕнпур çĕре ĕлкĕрме тăрăшрĕ. Курăка тавăрса типĕтнĕ, пресланă утта тиенĕ çĕре хутшăнса ĕçлет. Николай Купташкин вара _ шанчăклă водитель. Çулĕпе çамрăк, анчах ĕçрен хăраман, хăюллă çын вăл. "Сатурн" хуçалăх нумаях пулмасть çĕнĕ косилка, выльăх апатне тураса вĕтетекен агрегат туяннă. Çĕнĕ техникăпа усă курни ĕç хăвăртлăхне ỹстерме, тухăçлă ĕçлеме май парать. Акана пысăк пахалăхпа вĕçленĕ хыççăн, утă çине тухиччен, хуçалăх ферма çывăхĕнче хĕл каçипе пухăннă тислĕке хура пусă ани çине кăларса сапалама, пĕтĕм лаптăка пысăк пахалăхпа сухаласа пĕтерме ĕлкĕрнĕ.