Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтĕрхинчен ытларах

21 июня 2008 г.

Çирĕклĕ Шăхальти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Лариса Яшина пĕлтернĕ тăрăх, çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне Çирĕклĕ Шăхаль, Мучар, Тĕмер, Элпуç, Кармал ялĕсенче пурăнакансем "Елчĕк ен" хаçата 2008 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн 227 экземпляр çырăннă ĕнтĕ. Ку вăл пĕрремĕш çур çулхинчен 7 экземпляр ытларах. Çыхăну уйрăмне кĕрекен Тĕмерте пурăнакансем "Елчĕк ен" хаçата уйрăмах юратнине те палăртать Лариса Яшина. Ялти почтальонкăсем Инесса Воронова тата Тамара Щипцова район хаçатне иккĕмĕш çур çулта илсе тăма 108 экземпляр сарнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Ираида Петрова почтальонка та 68 хуçалăха çырăнтарма ĕлкĕрнĕ. Çырăнтару тапхăрĕ вĕçлениччен икĕ эрнене яхăн вăхăт пур-ха. Çавна май иккĕмĕш çур çулта район хаçатне вулакансен йышĕ тата ỹсессе шанаççĕ почтальонкăсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика