18 июня 2008 г.
Шкул ачисем хушшинче Чăваш Республикин Президенчĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен спартакиада кăçал вуннăмĕш хут иртрĕ. Спортăн 16 енĕ-пе ăмăртаççĕ кунта. Чи юлашкинчен _ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен аслă класĕсенче вĕренекенсем хушшинче футбол турнирĕ. Юлашки вăхăтра кунта Елчĕксем ăнăçлă ăмăртаççĕ. Вĕсем çĕнтерỹçĕ те пулнă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене те йышăннă. Елчĕксен пултарулăхне кура кăçалхи финалти вăйăсене пирĕн тăрăхра ирттерме йышăннă. Шупашкарти Мускав, Шупашкар, Çĕмĕрле, Елчĕк районĕсен командисем финала тухнă. Вĕсем Елчĕкри тĕп тата Аслă Елчĕкри стадионсенче тĕл пулса вылярĕç. Елчĕкри тĕп стадионта Çĕмĕрлепе Елчĕк районĕсен командисем тĕл пулчĕç. Вăййăн малтанхи минучĕсенченех Елчĕк-сем ăнăçлă вылярĕç _ Ф.Тихонов çамрăк футболист финалти пĕрремĕш мечĕке Çĕмĕрлесен хапхине вăркăнтарчĕ. Çивĕч пычĕ кĕрешỹ _ гол кĕртмелли самантсем сахал мар пулчĕç. Кунта Елчĕк командин вратарьне Р.Новикова палăртмалла _ вăл хапхана шанчăклă хỹтĕлерĕ. Çапах та вăйă вĕçĕнче Çĕмĕрле команди вăйă шутне танлаштарчĕ _ 1:1. Унтан футболистсем мечĕке хапхана 11 метртан тапма пуçларĕç. Кунта та çĕнтерỹçĕне палăртма вăхăт чылай кирлĕ пулчĕ. Çапах та О.Николаев футболист вăйă шăпине татса пачĕ _ Елчĕксем ăмăртăва малалла тăсрĕç. Аслă Елчĕкри стадионта Шупашкарти Мускав тата Шупашкар районĕсен командисем тĕл пулса вылярĕç. Шупашкар районĕн команди 2:1 шутпа çĕнтерчĕ. Тĕп вăйă Елчĕкри стадионта иртрĕ. Вăййăн малтанхи тапхăрĕнче Елчĕк футболисчĕ Н.Лебедев шута уçрĕ. Иккĕмĕш тапхăрта каллех Ф.Тихонов палăрчĕ _ 2:0. Çапах та Шупашкар районĕн команди пĕр мечĕк тапса кĕртме пултарчĕ. Вăйă Елчĕксем çĕнтернипе _ 2:1 шутпа вĕçленчĕ. Виççĕмĕш вырăншăн Çĕмĕрлесемпе Шупашкарти Мускав районĕн команди кĕрешрĕç. Тĕп вăхăтра нихăш команда та мечĕке тапса кĕртеймерĕ _ 0:0. Пенальтипе Çĕмĕрлесем палăрчĕç _ виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Спартакиада çĕнтерỹçисем _ кил хуçисем, Елчĕксем. Вĕсем Хисеп хутне, медальсене, парнесене тивĕçрĕç. Çак командăри Ф.Тихонов "Чи лайăх бомбардир" ята çĕнсе илчĕ. Командăна ăмăртăва хатĕрлекенсене _ В.Кудряшова, Р.Григорьева, В.Кучакова, Н.Волкова Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствин Тав хучĕсемпе чысларĕç.