Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Надежда Бабкина Елчĕкре юрлать

18 июня 2008 г.

Ыран Елчĕке Раççей халăх артистки Надежда Бабкина килесси çинчен илтсен хăшĕ-пĕри малтанах ĕненмерĕ те. Çапла, çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче, каçхине 19 сехетре район центрĕнчи тĕп стадионта эпир паллă юрăç тата вăл ертсе пыракан ушкăн пултарулăхĕпе паллашма пултаратпăр. Пĕрремĕш хут Чăваш Республикинче, Елчĕкре пулакан Надежда Бабкинăна курма, унăн сассине итлеме хамăр район çыннисем кăна мар, республикăн кăнтăр районĕсенче пурăнакансем те йышлă пуçтарăнасса кĕтеççĕ. "Раççей юррисем" фестиваль-марафон проектăн авторĕ тата пултарулăх ертỹçи Надежда Бабкина хăй ертсе пыракан "Вырăс юрри" коллективпа çĕршыв тăрăх иккĕмĕш çул çỹрет. Вăл виçĕ çула тăсăлать. Фестиваль программинче вырăс юррисене пуçтаракан тата юрлакан паллă артистка концертсем кăна памасть, халăх хушшинчи пултаруллă юрăçсене те шырать. Çавна май концерта хамăр районти "Варкăш" ансамбль, ачасемпе çамрăксен искусство шкулĕн воспитанникĕсем, ытти коллективсемпе юрăçсем те хутшăнаççĕ. Пĕтĕм Раççейри "Раççей юррисем" фестиваль-марафона "Халăхăн юрă культури" Ыр кăмăллăх фончĕ, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕ, Пятницкий ячĕллĕ вырăс академи халăх хорĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Çавăнпа та фестиваль-марафон концерчĕсем (вĕсем республикăра çак кунсенче 8 хутчен пулаççĕ), çав шутра Елчĕкри концерт та, тỹлевсĕр иртеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика