Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурссем ăнăçлă иртнĕ

18 июня 2008 г.

Конкурссем ăнăçлă иртнĕ Ĕне сăвакан операторсен ХХIХ, техник-осеменаторсен ХХVII республикăри конкурсĕ хальхинче Елчĕк районĕнче, акционерсен "Прогресс" обществин ĕне ферминче иртрĕ. Унта республикăри район администрацийĕсен ял хуçалăх пайĕсен тĕп зоотехникĕсем, районсенче мала тухнă ĕне сăвакан операторсем, техник-осеменаторсем хутшăнчĕç. Кашни çулхи республика, ун хыççăн Раççей шайĕсенчи ăмăртусене ĕне сăвакансемпе техник-осеменаторсен ĕçри ăсталăхне кăтартас, çамрăксене вĕрентес тĕллевпе йĕркелесе ирттереççĕ. Елчĕке республикăри 21 районтан ĕне сăвакан 24 оператор, 24 техник-осеменатор килсе çитрĕç. Районти культурăпа кану центрĕнче официаллă лару-тăрура конкурссем пуçланни çинчен пĕлтернĕ хыççăн Чăваш Республикин Гимнĕ янăрарĕ. Унăн кĕввипе иртнĕ çулхи ăмăрту çĕнтерỹçисем Чăваш Республикин ялавне çĕклерĕç. Конкурсантсене ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Димитриев, район пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕç, тупăшура ăнăçусем сунчĕç. Района килнĕ хăнасен ячĕпе культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Варкăш" ансамбль концерт кăтартрĕ. Савăк юрă-кĕвĕ хыççăн çирĕп куçлă судьясем конкурса хутшăнакансен ĕçри теори пĕлĕвне тĕрĕслесе хак пачĕç. Ун хыççăн Патреккелти сысна, ĕне фермисенчи çĕнĕ технологипе паллашрĕç. Республикăри выльăх-чĕрлĕх отраслĕн малта пыракан ĕçченĕсем акционерсен "Прогресс" обществин ĕç-хĕлне пысăка хурса хакланинчен тĕлĕнмелли çук. Хальхи вăхăтра кунти фермăсенче 4000 пуçа яхăн сысна шутланать. Кăтартусем те пысăк, самăртакан ушкăнри сыснасем талăкра 660 грамран кая мар ỹт хушса пыраççĕ, 5 уйăхра кашни тĕп амаран 12 çура илнĕ. Çамрăк пăрусене те лайăх пăхса çитĕнтерме тăрăшаççĕ, вĕсем талăкра 727 грамм ỹт хушнă. Фермăсенче çĕнĕ технологипе усă курнăран ĕç тухăçлăхĕ пысăк: самăртакан ушкăнри пĕр витери 800 пуç сыснана пĕр оператор пăхма ĕлкĕрет, 4 уйăха çитичченхи 400 пуç сыснана та пĕр çын пăхать... Ĕне сăвакансемпе техник-осеменаторсем 2,5 сехет хăйсен ĕçри ăсталăхне практика пайĕнче кăтартрĕç. Иккĕмĕш кунхине конкурс малалла тăсăлчĕ. Дояркăсем ĕне сăвакан аппарата палăртнă вăхăтра салатса тĕрĕс пуçтарма пултарнине, техник-осеменаторсем тĕрлĕрен меслетсемпе усă курса ĕнесене пĕтĕлентерессине кăтартрĕç. Конкурссене пĕтĕмлетме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, район пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăнчĕç. М.Игнатьев каланинчен тепĕр хутчен çакна уçăмлăн пĕлме пулчĕ: выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илессипе пирĕн район республикăра малтисен ретĕнче пырать. Хальхи вăхăтра куллен кашни ĕнерен 16,5 килограмм сĕт суни _ республикăри пĕрремĕш кăтарту. Савăнмалăх пур, паянхи хавхалану малашне тата тăрăшса ĕçлеме хистесе тăтăр. Юлашкинчен судьясем хăйсен татăклă сăмахне каларĕç. Ĕне сăвакансен çивĕч тупăшăвĕнче виççĕмĕш вырăна Н.Добронравова (Сĕнтĕрвăрри районĕ), Г.Петрова (Елчĕк районĕ) иккĕмĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕç. В.Андреева (Етĕрне районĕ) _ пĕрремĕш. Тĕрлĕ номинацисенче И.Гиниятуллин (Куславкка районĕ), М.Мокрова (Хĕрлĕ Чутай районĕ), В.Карцева (Патăрьел районĕ) палăрчĕç. Техник-осеменаторсен тупăшăвĕнче А.Можаев (Елчĕк районĕ) _ виççĕмĕш, Ф.Максимова (Муркаш районĕ) _ иккĕмĕш, П.Зверев (Комсомольски районĕ) пĕрремĕш пулчĕç. Тĕрлĕ номинацисенче Н.Садовникова (Етĕрне районĕ), Л.Иванова (Тăвай районĕ), А.Юданов (Улатăр районĕ) палăрчĕç. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă ĕне сăвакан операторсемпе техник-осеменаторсене Дипломсем тата укçан премисем парса хавхалантарчĕç пулсан, пĕрремĕш вырăнти В.Андреевăпа П.Зверев тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизорсене илме тивĕç пулнипе пĕрлех пĕтĕм Раççейри конкурссене хутшăнма ирĕк çĕнсе илчĕç. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев çĕнтерỹçĕсене Раççейри конкурссене хутшăнса республикăна тепĕр хут çĕнтерỹçĕсем пулса таврăнма ăнăçусем сунчĕ. Республика шайĕнчи асăннă конкурса лайăх хатĕрленсе ирттернĕшĕн М.Игнатьев район пуçлăхне Н.Миллина, акционерсен "Прогресс" обществин директорне М.Разумова Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене пачĕ. АПК ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн председателĕ А.Смирнов акционерсен "Прогресс" обществинчи А.Можаев техник-осеменатора, Г.Петрова дояркăна Хисеп хучĕсем парса чыс турĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика