Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Райпон пĕр лавкки те хупăнман

10 июня 2008 г.

Райпон пĕр лавкки те хупăнман Чăваш Республикинчи Потребительсен пĕрлĕхĕ, Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, Журналистсен пĕрлĕхĕ йĕркеленипе кашни çулах массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен семинар-канашлăвĕ иртет. Журналистсен форумĕн тĕп тĕллевĕ _ тĕрлĕ районти райпо системинчи организацисен малта пыракан ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăх çул-йĕрĕпе паллаштарасси. Семинар-канашлу кăçал Патăрьел районĕнче иртрĕ. Тăххăрмĕш хут йĕркеленчĕ вăл. Унта Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.Павлов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Л.Абрамова, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ А.Белов, Журналистсен пĕрлĕхĕн председателĕ В.Комиссаров, Шупашкарти коопераци институчĕн деканĕ Л.Таймасов, республика тата район хаçачĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Чи малтанах вĕсем Патăрьелти çăкăр завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Асăннă заводра паянхи кун 60 работник тăрăшать. Кунта çăкăрпа булка тата кондитер изделийĕсен 86 тĕсне хатĕрлесе кăлараççĕ. Вĕсене халăх хаваспах туянать. Çăкăр завочĕпе паллашнă хыççăн журналистсем Патăрьел райповĕн Анат Тăрмăшра вырнаçнă "Кулленхи таварсем" лавккинче, çак ялтах вырнаçнă хатĕрлев пунктĕнче пулчĕç, эмел курăкĕсене типĕтсе хатĕрлес ĕçпе паллашрĕç. Патăрьелĕнчи райпо председателĕ П.Перепелкин пĕлтернĕ тăрăх, райпо юлашки çулсенче халăхран эмел курăкĕ пухса хатĕрлесси, халăхран сĕт пуçтарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Тĕп хуламăрти пĕр фирмăпа килĕшỹ тунăран пластикрен хатĕрленĕ савăт-сапана халăхран пуçтарассине те ĕçе кĕртнĕ. Райпо системи çавăн пекех халăхăн йăла ыйтăвĕсене те тивĕçтерет. Кунтах парикмахерски, аптека, атă-пушмак, тумтир çĕлекен, телевидеоаппаратура юсакан пунктсем ĕçлеççĕ. Малашнехи плансем татах та пысăк. Тĕрлĕ таварпа суту-илỹ тунисĕр пуçне халăха кĕнеке-журналпа паллашма, чей ĕçсе канма меллĕ условисем тăвасшăн, ача-пăчана выляса савăнма площадкăсем хатĕрлесшĕн. Район пуçлăхĕ Н.Глухов Патăрьел районĕн экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Семинар-канашлăва хутшăннисем çавăн пекех Турхан лавккине, Патăрьелĕнчи "Аш-какай лавккине", "24 сехет" гастронома çитсе курчĕç. Патăрьелсен лавккасен ăш-чиккине илемлĕ тăвас, таварсене меллĕ вырнаçтарас ăсталăх пысăккине палăртрĕç хăнасем. Патăрьел районĕнче паянхи кун 233 суту-илỹ точки ĕçлет, вĕсенчен 40 проценчĕ потребительсен кооперацийĕн системинче. 2007 çулта ваккăн суту-илỹн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 662,9 миллион тенкĕпе, çав шутра Патăрьел райповĕн 183,3 миллион тенкĕпе танлашнă. Сăмах май, асăннă районта нихăш ялта та райпо лавккине хупман. Çывăх вăхăтра Люля тата Тури Тăрмăш ялĕсенче çĕнĕ суту-илỹ точкисем уçма та палăртаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика