10 июня 2008 г.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен аслă класĕсенче вĕренекенсем хушшинче футболла выляса Чăваш Республикин Президенчĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен спартакиадинче Елчĕк районĕн çамрăкĕсем кашни çулах ăнăçлă ăмăртаççĕ. Юлашки çулсенче çак турнирта пирĕн футболистсем пĕр хутчен çĕнтерме, виççĕмĕш хутчен иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарни те çакна çирĕплетет. Елчĕк районĕн команди кăçалхи турнирта та ăнăçлă вылять. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В.Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, район команди Патăрьел, Йĕпреç районĕсенчи футболистсене пĕр пек _ 2:1 шутпа çĕнтернĕ, финала тухнă. Финалти вăйăсене Шупашкарти Мускав, Шупашкар, Çĕмĕрле, Елчĕк районĕсен командисем хутшăнаççĕ. Вăйăсем паян Елчĕкри тĕп стадионта иртеççĕ.