Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев _ çынсен пурнăçне çăмăллатасси

10 июня 2008 г.

Иртнĕ вырсарни кун социаллă пулăшу паракан ĕçченсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Социаллă ĕçченсен ĕç-хĕлĕ çăмăл мар. Вĕсем йывăр пурнăçпа пурăнакансене, хуйхă çапса хуçнă, тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене пулăшассипе тимлеççĕ. Районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай кăçалхи 5 уйăхра 395 çемьене коммуналлă пулăшусемпе хваттерсемшĕн тỹлеме 498,5 пин тенкĕ субсиди, ачасемлĕ 1673 çемьене 4,2 миллион тенкĕ пособи уйăрнă, сахал тупăшлă 140 çемьене палăртнă. Çавăн пекех федераци тата вырăнти çăмăллăхсемпе усă куракансене те укçа-тенкĕпе тивĕçтеретпĕр, "Ĕç ветеранĕ", "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ятсене парассипе те тимлетпĕр. Социаллă хỹтĕлев тытăмĕнче "Халăха социаллă пулăшу паракан Елчĕкри центр" республикăри патшалăх учрежденийĕ паллă вырăн йышăнать. Кунти штатра тăман 113 ĕçчен ĕçлеме пултарайман 121 ватă çынна пăхса тăрать. Вĕсем хушшинче хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем сахал мар _ Елчĕкри К.Антонова, Кавалти В.Теллин, Исемпелĕнчи Г.Изратова тата ытти чылай çын ырă ята тивĕç. Центрăн тытăмĕнчи ваттисен 2 çуртĕнче 29 ватăпа инвалид хỹтлĕх тупнă. Кунта ĕçлекенсем вĕсен кăмăлне туллин тивĕçтерме вăй-хала шеллемеççĕ: куллен вĕри апат хатĕрлеççĕ, кĕпе-тумтир çăваççĕ, пỹлĕмсене тасатаççĕ, мунча хутса ваттисене çуса кăлараççĕ, пахча çимĕçпе улма-çырла çитĕнтереççĕ. Уйрăмах О.Игнатьева, А.Ефимова тата ыттисем пирки ăшă сăмахпа аса илесшĕн. Социаллă пулăшу сферинче ĕçлекенсен професси ăсталăхне ỹстерес, ваттисемпе инвалидсем çине общество енчен тимлĕх уйăрас тĕллевпе районта çулсеренех "Çулталăкри чи лайăх социаллă ĕçчен", "Ваттисен чи лайăх çурчĕ" конкурссем иртеççĕ. Çавăн пекех республикăри конкурссене хутшăнатпăр, призлă вырăнсене çĕнсе илетпĕр. Пирĕн тĕп тĕллев _ халăха куллен тĕрлĕ пулăшу парасси, çынсен пурнăçне çăмăллатасси. Темле йывăр пулсан та, вĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе социаллă пулăшу сферинче ĕçлекенсем вăй-халне шеллемеççĕ. Тавах вĕсене çын нушине ăнланнăшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика