10 июня 2008 г.
Сывлăх япăхланнине пула район больницинче сывалма тỹр килчĕ. Çапла, хăрушă чир вилĕм патнех илсе çитерчĕ пулĕ тесе шутланăччĕ. Анчах ырă, сăпайлă, хăйсен ĕçне чунтан парăнса ĕçлекен тухтăрсем Любовь Сергеевнăпа Анатолий Ефимович Молоствовсем сипленипе ура çине тăтăм. Шурă халатлисем _ пирĕн йышра чи хисеплисем. Вĕсем çынна сывлăх парнелеççĕ. Сывлăх - чи хаклă тупра. Хамăн икĕ ывăлăм та _ тухтăр. Тен, çавăнпа та пулĕ, çак професси çыннисем маншăн ытла та çывăх. Вĕсем маншăн пурте хамăн ачасем пекех туйăнаççĕ. Инкеке лекнĕ çынна пулăшас, чир-чĕртен сиплессишĕн унăн умĕнчен çĕрĕ-çĕрĕпе кайман самантсене аса илсе эпир медицина ĕçченĕсем пирки нумай ырă сăмахсем калатпăр. Çакна тивĕçлĕ те вĕсем. Тухтăр эмелпе анчах мар, хăйĕн чĕререн тухакан ăшă сăмахĕпе те чиртен хăтăлма пулăшать. Эпĕ Елчĕкри больницăра выртса сипленнĕ вăхăтра çакна тепĕр хутчен курса ĕнентĕм. Л.Клементьева тĕп тухтăр, поликлиника заведующийĕ Н.Уркова, ытти тухтăрсем _ Ю.Пыльчиков, В.Катайкин, С.Катайкина, В.Мальцев, Н.Степанова, А.Жирнов, С.Яковлев, медицина сестрисем _ сăпайлă, ырă кăмăллă, тараватлă çынсем. Медицина ĕçченĕсен уявĕ умĕн çакна калама шăпах меллĕ пулчĕ те, малашнехи ĕçре те ăнăçу, телей сунатăп сире чĕререн...