Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслă эс паян _ сывлăхлă пулăн ялан

10 июня 2008 г.

Спортпа туслă эс паян _ сывлăхлă пулăн ялан Ĕçпе спорт яланах юнашар утаççĕ тенине чăннипех çирĕплетрĕç спортсменсем Акатуйра. Икĕ кун тăсăлчĕç ăмăртусем. Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче спортăн тусĕсем тĕп стадионта вăй виçрĕç. Районти çăмăл атлетсем Олимп вăййисенче, тĕрлĕ чемпионатсенче палăрнă. Кам пĕлмест пулĕ А.Игнатьева, В.Андреева, А.Миллина, З.Семеновăна, А.Васильева, Н.Анисимова, Б.Атаманова тата ытти вуншар-вуншар спортсмена! Чупрĕç, сикрĕç çăмăл атлетсем тĕп стадионта. 100 метрлă дистанцире арçын ачасенчен Д.Обручков (Аслă Елчĕк), Д.Долгов (Елчĕк), Д.Батраков (Курнавăш), хĕр ачасенчен М.Куприянова (Елчĕк), И.Максимова (Çирĕклĕ Шăхаль), А.Антонова (Кушкă), 400 метрлă дистанцире Д.Батраков (Курнавăш), Д.Долгов, А.Федоров (Елчĕк), О.Каширина (Елчĕк), В.Паспекова (Вăрăмхăва) палăрчĕç. 1500 метрлă дистанцире тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнтернĕ Лаш Таяпари О.Теренинăна çитекенни пулмарĕ. З.Ивановăпа Е.Козлова (Кĕçĕн Таяпа) та призерсен йышĕнче. Чи вăрăм дистанцине _ 3000 метра чупса тухса С.Кривов (Курнавăш) пĕрремĕш вырăна тухрĕ. С.Свиягинпа (Аслă Елчĕк) В.Паймин (Курнавăш) _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Кăçал ăмăрту программине çăмăл атлетсен эстафетине те кĕртнĕ. 4 арçын ачапа 4 хĕр ача 333-шер метра чупрĕç. Çĕнтерỹçĕсем _ Елчĕкри, Аслă Елчĕкри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулсен командисем. Тăршшĕне сикессипе А.Антонова (Кушкă), Д.Адюков (Аслă Елчĕк) палăрчĕç. Çăмăл атлетикăра кăна мар, йывăр атлетикăра та палăраççĕ Елчĕксем. Тĕп стадионта 18 çула çитмен штангистсемпе кире пуканĕ йăтакансем ăмăртрĕç. 60 килограма çитмен виçере Аслă Пăла Тимешре çуралса ỹснĕ, Шупашкарти Олимп резервĕн училищинче ăсталăха туптакан, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ П.Портнов 95 килограмлă штангăна парăнтарчĕ. Кунтах П.Петров (Кивĕ Эйпеç), С.Прохоров (Çĕнĕ Пăва) палăрчĕç. 60 килограмран йывăртарах атлетсенчен Елчĕкри А.Михайлов, Н.Соколов, Н.Васильев малта. Çитĕннисем вырсарни кун "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнче вăй виçрĕç. Кунта хĕрарăмсенчен Раççей спорт мастерĕ О.Старостина (Кипеç), И.Ананьева (Çĕнĕ Пăва), Л.Иноходова (Аслă Пăла Тимеш), арçынсенчен 70 килограмлă атлетсенчен А.Михайлов (Елчĕк), П.Портнов, А.Алексеев (Аслă Пăла Тимеш) палăрчĕç. И.Ишмуратов штангист яланах пысăк çитĕнỹсемпе савăнтарать. Раççей спорт мастерĕ кăçал 15-мĕш хут Акатуйра çĕнтерчĕ, 140 килограмлă штангăна парăнтарса така çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта спорт ветеранĕ, СССР спорт мастерĕ Ю.Балтаев (Кивĕ Эйпеç), виççĕмĕшĕ _ Н.Соколов (Елчĕк). Кире пуканĕ йăтакансем те икĕ кун хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Çамрăксенчен 60 килограмран çăмăлрах атлетсенчен И.Ловкин (Хăвăлçырма), П.Петров (Кивĕ Эйпеç), Д.Григорьев (Курнавăш), унран йывăртараххисенчен Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ С.Соловьев (Кивĕ Эйпеç), О.Николаев (Елчĕк), А.Балашников (Çĕнĕ Пăва) мала тухрĕç. С.Соловьев тепĕр кун та 70 килограмлă виçере çитĕннисемпе ăмăртрĕ, каллех пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта П.Григорьев (Кивĕ Эйпеç). Владимирпа Виталий Семеновсем (Кĕçĕн Таяпа) кире пуканĕ йăтакансем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче палăрнă. Хальхинче Владимир çăмăлрах виçере виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Раççей спорт мастерĕ Виталий Семенов вара 70 килограмран йывăртарах атлетсенчен мала тухрĕ, 24 килограмлă кире пуканне 77 хут тĕртрĕ. Д.Семеновпа (Çĕнĕ Пăва) О.Николаев (Ĕнел) та призерсен йышĕнче. Хĕр ачасенчен Е.Козлова (Кĕçĕн Таяпа), В.Купташкина (Хăвăлçырма), Е.Еремеева (Питтĕпел) мала тухрĕç. Алă вăйĕ виçессипе хăйсен виçисенче Е.Ярославлева (Кĕçĕн Таяпа), В.Архипов (Çĕнĕ Пăва), А.Дергачев (Аслă Пăла Тимеш) ăсталăхĕпе палăрчĕç. Акатуйри спорт вăййисенче кăçал тепĕр çĕнĕлĕх те пур _ велосипедпа ярăнса ăмăртни. Кунта А.Зиновьевăпа (Кĕçĕн Таяпа) В.Егоркин (Аслă Елчĕк) çĕнтерчĕç. Мини-футбол вăййине 8 команда хутшăнчĕ. Малта _ Элпуç футболисчĕсем. Иккĕмĕш вырăнта _ Елчĕк ял тăрăхĕн команди. Волейбол вăййине кăмăллакансем спортсменсен ăсталăхне икĕ кун пăхса киленчĕç. Каçченех тăсăлчĕ çивĕч кĕрешỹ. Хĕрарăмсенчен Елчĕк ял тăрăхĕн командине никам та парăнтараймарĕ. Çĕнĕ Пăвасемпе Çирĕклĕ Шăхалĕнчи волейболисткăсем те мала тухрĕç. Волейбол вăййине кăçал пилĕк команда хутшăнчĕ. Шупашкарта пурăнакан ентешсен команди яланах спортăн çак енĕпе йĕркелекен турнирта палăрать. В.Албутов ертсе килнĕ команда хальхинче те ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче çĕнтерчĕ. Сĕт-çу завочĕн, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Курнавăш ял тăрăхĕнчи тата Çĕнĕ Пăва ялĕнчи волейболистсем те куракансене лайăх вă-йăпа савăнтарчĕç. Чăваш наци мелĕпе кĕрешесси _ "Кĕрешỹ" те юлашки вăхăтра вăй илсе пырать. Кунта ентешсем паллă вырăн йышăнаççĕ. "Кĕрешỹ" ăмăртăвне йĕркелесе никĕслекен те пирĕн районтан _ Н.Петров (Çĕнĕ Пăва). Вăл тĕп стадионта наци мелĕпе кĕрешекенсене саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Республикăри "Кĕрешỹ" федерацийĕн президенчĕ В.Васильев (Аслă Елчĕк) та спортăн çак енне аталантарас енĕпе сахал мар тимлет. Тен, вăхăт çитсен, вăл Олимп вăййисен программине те кĕрĕ. Кунта хăйсен виçисенче Д.Александров, Д.Васильев (Елчĕк), Р.Чернов, Э.Адюков (Аслă Елчĕк), Ф.Жуков, П.Зайцев, Д.Козлов (Кушкă) палăрчĕç. Абсолютлă чемпион ятне вара Ю.Иванов (Кĕçĕн Таяпа) илчĕ, такана тивĕçрĕ. Юрий Петрович Иванов кĕрешỹре çеç мар, поэзире те палăрнă. Темиçе кĕнеке авторне Юрий Сан хушма ятпа та пĕлеççĕ Елчĕксем. Кармалта çуралса ỹснĕ Лапшинсем кĕрешỹн тĕрлĕ мелĕсемпе ăмăртассипе районта, республикăра, Раççейре палăрнă. Вĕсем хутшăнмасăр пĕр Акатуй та иртмест. Андрей Лапшин, акă, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе пилĕк хутчен Акатуй паттăрĕ пулнă. Унăн шăллĕ Александр та пиччĕшĕнчен юлмасть. Кăçалхипе вăл та пиллĕкмĕш хут çĕнтерчĕ, така çĕнсе илчĕ. Тутар-пушкăрт мелĕпе кĕрешессине юлашки çулсенче Чăваш "Кĕрешĕвĕ" улăштарнăччĕ. Кăçал ăна та Акатуй программине кĕртнĕ. Çак кĕрешĕве кăмăллакансем ăна юратса пăхрĕç. Унчченхи пекех вăл малтан 70 кг çитичченхи тата унтан йывăртарах виçесенче пычĕ. Çăмăл виçере Н.Чернов, йывăр виçере В.Петрушкин çĕнтерчĕç, Акатуйăн сумлă парнишĕн _ такашăн _ кĕрешрĕç. В.Петрушкин Акатуй паттăрĕ пулса тăчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика