Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлĕнтерчĕç, савăнтарчĕç

10 июня 2008 г.

Тĕлĕнтерчĕç, савăнтарчĕç Елчĕк тăрăхĕнче çĕр ĕçченĕсем мĕн ĕмĕртенпех лаша вăйĕпе усă курнă. Çурхи ĕçсем вĕçленсенех çурхи уява пухăннă. Чи малтанах лашасемпе сĕрен ярасси пысăк хисепре пулнă. Халĕ те çак ырă йăлана манмаççĕ Елчĕксем. Кăçал та Акатуйра курмалли, тĕлĕнмелли сахал мар пулчĕ. Пĕчĕк урапа кỹлнĕ рысаксем тухрĕç чи малтанах ипподрома. 13 экипаж хушшинче чи пултаруллине палăртма çăмăл пулмарĕ. Çапах та финалта А.Максимовăн (Шăмăршă районĕ) "Размин" ятлă рысакне çитекенни çук. Çак экипаж Акатуйăн тĕп призне _ "Комбайн" хуçалăх уйăрнă тихана тивĕçрĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин тата "Комбайн" хуçалăх ертỹçи Г.Федоров пачĕç. Кашни чупăва хутшăннă экипажсем те парнесĕр юлмарĕç _ спонсорсен призĕсене алла илчĕç. Спонсорсен йышĕнче _ "Яманчỹрелĕнчи сельхозхими" ПУП (Г.Петров), Перекет банкĕн 4440Ỹ036 номерлĕ хушма офисĕ (А.Шадриков), "Россельхозбанкăн" районти уйрăмĕ (Т.Волков), "Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци" патшалăх учрежденийĕ (А.Скворцов), "Чăвашьенкрахмал" ООО (А.Кудряшов). Рысаксен ăмăртăвĕнче иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ В.Красновăн "Сахалин" (Çĕнĕ Эйпеç), И.Бакуринан "Влада" (Шăмăршă) ятлă лашисем. Юланутçăсен ăмăртăвне пурĕ 14 лаша тухрĕ, çав шутран Шупашкартан килнĕ хăнасем те. Паллах, вĕсен урхамахĕсем пысăк ăратлăскерсем. Çавăнпа вĕсем малти виçĕ вырăна йышăнчĕç. Ĕç лашисем хушшинче С.Мартынов тытса пыракан "Призер" лашана ("Прогресс" ЗАО) çитекенни пулмарĕ. Вăл лаша спортне районта аталантарас енĕпе нумай вăй хунă В.Скворцов ячĕллĕ приза тивĕçрĕ. Призлă вырăнсене Г.Ельцовăн "Молния" ("Комбайн" ЯХПК), П.Петровăн "Таябинка" (юсавпа техника предприятийĕ) лашисем тивĕçрĕç. Çапах та тĕлĕнмелли каярах пулчĕ. Чăваш Республикинчи лаша спорчĕн "Отрадное" клуб каскадерĕсем ипподрома тухсан курма пухăннă çынсен питĕнче савăнăç çиçрĕ. Йышĕпе пысăк мар казаксен ушкăнĕ _ 10 çын çеç. Çапах 8 çул хушшинче А.Беликовпа А.Щеглов ертсе пынипе тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăннă. Мускав, Подольск, Чулхула, Санкт-Петербург хулисенче иртнĕ ăмăртусенче призлă вырăнсене йышăннă, кубоксене, кĕмĕл тата пăхăр медальсене тивĕçнĕ. Чăннипех тĕлĕнтерчĕç лашасемпе каскадерсем. Чăрмавсене çĕнтернине, лашасемпе тĕрлĕ фигурăсем тунине, хĕçсемпе, сăнăпа ăста вылянине çынсем ырласа, тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Казаксен ушкăнĕ çитес çулсенче те хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарма сăмах пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика