10 июня 2008 г.
Юрă-кĕвĕ. Пĕр уяв та иртмест унсăр, тунсăхлама памасть вăл никама та. Акатуйăн концерт программи кăçал та яланхиллех пуян та анлă пулчĕ. Ертсе пыраканăн уçă та янăравлă сасси таврана ян каять: "Тăван енĕм, Елчĕк енĕм! Сăнĕ çутă хĕвелле. Юрласа яратпăр каррăн Чун-чĕре çĕкленмелле". Сцена çинче районти пĕрлештернĕ хор. Хор участникĕсем ĕлĕкхи чăвашсен "Вăййа тухнине", "Анатри чăвашсен вăйă юррисене" сăнарласа панине курма-итлеме питĕ кăмăллă. Вĕсене сăнанă май хальхи пирки манса ĕлĕкхи вăхăта таврăнатăн. "Чыс, мухтав сире, Елчĕксем", "Люблю тебя, моя Россия", "Тăван яла таврăнсан" юрăсенчи сăмахсем Елчĕк çийĕн шăранса юхрĕç. Чăваш тумĕллĕ Елчĕк артисчĕсем çине пăхатăн та _ ирĕксĕрех шухăша путатăн. Мĕн тери пултаруллă та пысăк чĕреллĕ вĕт-ха вĕсем. Куракансен канăвне кăмăллă йĕркелес, уява хаваслăх кĕртес тĕллевпе кашни уявах тĕплĕн хатĕрленеççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе хавхалантараççĕ. Куракансем Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Тантăш" тата "Варкăш" ансамбльсем шăрантарнă юрăсене уйрăмах хапăлласа йышăнни те сисĕнчĕ. "Саламлама, чыс тума", "Елчĕк ен", "Лашисене шăварнăччĕ", "Эх, шăмат кун" юрăсене чылайăшĕ пĕрлех юрларĕ. Республикăра анчах мар, Раççейре палăрнă сакăр теçетке çурăран иртнĕ Патреккел хорĕн коллективĕ тăван халăха вуншар çул ĕнтĕ юрă-ташăпа савăнтарать, пурнăçа илем кỹрет, килĕштерсе ĕçлеме хавхалантарать, вăй-хал хушать. "Кун çутипе хавхаланса Кашни чăваш ĕçе васкатăр. Уяв çитсен саркаланса Юрлатăр вăл, чунтан ташлатăр". Патреккелсем чи малтанах "Савнă ялăм" юрă шăрантарчĕç. Юррăн сăввипе кĕвви хор ертỹçин _ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Геннадий Борисовăн. Вырăскассинчи "Шанăç" халăх фольклор ушкăнĕн чысĕ-сумĕ те çỹллĕ шайра. Çитĕнĕвĕн тупсăмĕ чуна çывăх юрăсене шăрантарнинче, халăха çывăх пулнинче тата ырми-канми тăрăшнинче. Вĕсем юрланă юрăсем чĕре витĕр тухаççĕ. Куракансене искусство шкулĕн преподавателĕсенчен йĕркеленнĕ "Мерчен", Лаш Таяпа тăрăхĕнчен килнĕ "Сударушка" ансамбльсем те тыткăнларĕç. Вырăс халăх ташшине те хапăлласах йышăнчĕç вĕсем. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчен килнĕ культура ĕçченĕсем "Ай, пиçет-и палан?", "Чăваш халăх кĕввисем" юрăсене юрларĕç. Юрату юрри юхсан юрату кĕтет чĕре, чун савни çумра пулсан кам пулмасть вун çиччĕре? Кăçал эстрада юррисен "Елчĕк çăлтăрĕсем" районти фестивальте призлă вырăна çĕнсе илнĕ Галина Чернова шăпах юрату çинчен шăрантарчĕ. Чĕресенче упранакан вĕри туйăмсене тепĕр хут вăратрех вăл. Юрату юррисем çумне Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчен килнĕ Ольгăпа Сергей Крас- новсем те хутшăнчĕç. "Савни ăшшăн пăхсан" юрă парнелерĕ нумаях пулмасть çирĕп çемье тĕвĕленĕ çамрăк мăшăр. Çирĕклĕ Шăхаль культура ĕçченĕсем "Юрлар, ташлар, тăвансем" сюита хатĕрленĕ. Асăннă ял тăрăхĕн "Тарават" ансамблĕ "Ытарма çук тăвансем" юрра юрларĕç. Тăрăм ял тăрăхĕнчи артистсем "Пурăнатпăр пĕрре çĕр çинче", "Çавра сĕтел йĕри-тавра" юрăсем шăратрĕç. В.Егоровпа В.Захаровăн "Юрату юрри" вара куракансене тарăн шухăша ячĕ тейĕн. Юрлакансем чылай пулчĕç, вĕсене кашнине ятран асăнса та пĕтереймĕн. Эстрада юррисен концерчĕ пуçлансан ташă картисем те йĕркеленчĕç. Иртнĕ çулсенче эстрада юррисене кăмăллакансен "Елчĕк çăлтăрĕсем" фестиваль çĕнтерỹ-çисем пулнă М.Чернова, А.Васильева, Элĕк районĕнче республика шайĕнче иртнĕ "Вирьял шевлисем" конкурса хутшăннă, районти тĕрлĕ конкурсра палăрнă Н.Васильева "Яла", "Манăн туйăм", "Савĕ мана хĕвел" юрăсене шăрантарчĕç. Культура ĕçченĕсемпе пĕрлех шкул ачисем те сцена çинче юрлас ăсталăхĕсене ỹстерсе пынине палăртмасăр иртеймĕн. Акчел хĕрне К.Красновăна, Кỹлпуçри Р.Ляленкона, Шуршури А.Большаковăна, Тăрăмри К.Федотова асăнса хăварасах килет. Пысăк пуласлăхлă вĕсем. Сăрьелĕнчен килнĕ Сирине Валиевăпа Румия Давлетшина, Рома Галимов вара артистсенчен пĕрре те кая мар. Концерта çавăн пекех хамăр тăрăхран тухнă çăлтăрсем те хутшăнчĕç: А.Московский, А.Терентьев, Чăваш наци Конгресĕ ирттернĕ тĕнче эстрада юррисен 5-мĕш фестиваль конкурсĕн Гран-прине çĕнсе илнĕ П.Борисова. Вĕсем тата Шупашкартан килсе çитнĕ "Çавал" ушкăн юрланă чух халăх ура çине тăрса ташларĕ, юрларĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченне Л.Траншкинăна вара халăх сцена çине тепĕр хут та тухма йыхравларĕ. Уява хутшăннисем концертпа кăмăллă пулчĕç. Концерт вăхăтĕнче ĕçри çитĕнỹсемшĕн Елчĕкри тĕп библиотекăн инноваципе методика пайĕн ертỹçине О.Архиповăна, Яманчỹрел ял библиотекин ертỹçине И.Ермаковăна Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕç.