Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акара _ авăн,хăнара _ савăн

10 июня 2008 г.

Акара _ авăн,хăнара _ савăн Акара тар кăларса ĕçленĕ хыççăн, хăна пулма _ ака пăтти çисе савăнма та кăмăллă. "Прогресс", "Победа", "Марс", Ленин ячĕллĕ, "Нива", "Аранчеево" ял хуçалăх предприятийĕсем уява пуçтарăннă халăха хăйсем пĕçернĕ пăтă-шỹрпепе, ытти тутлă ĕçме-çимепе илĕртрĕç. "Победа" хуçалăхран килнĕ поварсем какай шỹрпине кунта _ уйрах пысăк хуранпа кăвайт çинче пĕçереççĕ. Сивĕ çанталăкра кăвайт умне пырса ăшăнни те мĕне тăрать. Тип çу ăшĕнче çăтăр-çатăр туса пиçекен йăвана (пончик) çак çанталăкра, пушшех, вĕрилле пылак чейпе ас тивсе курас текенсем уйрăмах йышлă пулчĕç. "Акционерсен "Прогресс" обществи ĕлĕкхи чăвашсен йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса чăкăт, капăртма, шăрттан хатĕрленĕ. Кăмакаран тин пиçсе тухнă шăрттан, сивĕнме те ĕлкĕрейменскер, чăннипех техĕмлĕ, тутлă. "Марс" хуçалăхри ĕçченсем _ Сăръел тутарĕсем пире, чăвашсене, кашни çул хăйсен наци апат-çимĕçĕпе хăналаççĕ. Чустаран губадия, ĕç пăçмак, кăш-тĕлĕ, бармак, катлапчык ятлă вĕсен тутлă апачĕсене урăх нихăш çĕрте те тутанса курман. Ленин ячĕллĕ, "Аранчеево", "Нива" хуçалăхсем пĕçернĕ пăтă та питĕ тутлă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика