10 июня 2008 г.
Эрнипех сивĕ тăнă хыççăн Акатуя çанталăк ăшăтасса кĕтнĕччĕ. Çук, кĕтсе илсе пулмарĕ. Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче чаплă уяв халь-халь пуçланас вăхăтра çурçĕр енчен хура пĕлĕтсем капланса килчĕç, чашлаттарса сивĕ çумăр çума тытăнчĕ. Апла пулин те "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнче иртнĕ районти ĕçпе юрă тата спорт уявне çынсем нумаййăн пуçтарăнчĕç. Пысăк сцена çывăхĕнчи саксен малти ретне производствăра малта пыракансем _ çăкăр çитĕнтерекенсем, вы-льăх-чĕрлĕх пăхакансем йышăннă. Вĕсен пархатарлă ĕçне паянхи уявра тивĕçлипе хаклаççĕ. Ырсамай çийĕн хаваслă кĕвĕ янăрать. Ертсе пыракансем уяв пуçланнине пĕлтернĕ хыççăн хĕрсем карталанса вăййа тăраççĕ. Ĕçпе юрă тата спорт уявĕн ялавне "2008 çулхи ака чемпионĕ" _ "Марс" ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕ Альберт Гараев, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн 11-мĕш класĕнчен вĕренсе тухакан пултаруллă спортсмен Дмитрий Васильев тата Курнавăшри информаципе культура центрĕн ертỹçи Петр Смирнов çĕклеççĕ. Чăваш Республикин Гимнĕ янăрать. Район пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕксене хисеплесе, юратса килсе çитнĕ хăнасем _ хамăр ентешсем _ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Михаил Михайловский, Чăваш Республикин юстици министрĕ Валерий Петров, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валерий Сапожников, Чăваш наци Конгресĕн спорт комитечĕн председателĕ Виталий Васильев сцена çине хăпараççĕ. Район пуçлăхĕ Николай Миллин сăмах илет, çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçленĕ ятпа саламлать. Чăн та, уй-хирсене тухса курсан, чун савăнать. Пурĕ 6000 ытла гектар çинче акса хăварнă кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçнине, тăпрара нỹрĕк çителĕклĕ таран пулнине кура хăвăрт ỹссе çитĕнеççĕ. Çурхи культурăсене районĕпе 10392 гектар çинче акса хăварнă. Кĕр мăнтăр килессе, пỹлмесем тулли пуласса шанмалăх, ĕмĕтленмелĕх пур. Çăкăр çитĕнтерекенсем хăйсен ĕçĕпе, чăннипех, кăмăллă. "Комбайн", "Прогресс", "Рассвет", "Победа", "Свобода", "Яманчурино", "Сатурн", "Колос", "Урожай" ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи ака ĕçĕсене уйрăмах çỹллĕ шайра пурнăçласа хăварнине палăртма кăмăллă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те кирлĕ шайра аталанса пырать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе илсен, 5 уйăхра аш-какай туса илесси, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 4 процент, сĕт туса илесси 15 процент ỹснĕ. Пĕр ĕнерен 1901 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 250 килограмм ытларах сĕт сунă. "Победа" хуçалăх çак вăхăтра кашни ĕнерен чи нумай сĕт сăвакансен хисепне кĕнĕ _ 2986 килограмм. Ун хыççăн "Комбайн", "Яманчурино", "Прогресс", "Сатурн" хуçалăхсем. Хальхи вăхăтра районĕпе куллен кашни ĕнерен пĕр пăт ытла сĕт сăваççĕ, çакă _ республикăра чи пысăк кăтарту. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский кашни хутĕнче Елчĕкре пулмассерен кунта пурăнакансен ĕçченлĕхне, теветкеллĕхне курса тĕлĕннине пытармасть. _ Сире пулăшни, хавхалантарни _ малалла аталанма укçа-тенкĕ уйăрса панин усси пур, çакă Правительство çыннисен куçĕ умĕнче, _ тесе палăртса каларĕ. Чăваш Республикин юстици министрĕ Валерий Петров та Ел-чĕксем сăмаха çилпе вĕçтермен, пуçăннă кирек епле çăмăл мар ĕçе те вĕçне çитерекен çынсем пулнине çирĕплетрĕ. Н.Федоров Президент ыйтнине пурнăçласа вăл район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Нина Ильинана "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята, "Сатурн" хуçалăхри Владимир Крысов механизатора, акционерсен "Прогресс" обществинчи Владимир Дозоров ĕне сăвакан оператора Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвне пачĕ. Район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕр, капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ Ольга Никифорова Чăваш Республикин Архитектура, градостроительство тата общество инфраструктурин министерствин Хисеп грамотине, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ Валентина Портнова Чăваш Патшалăх Канашĕн, районти библиотекăсенче ĕçлекенсен ушкăнĕ Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин, районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе çĕр ĕçченĕсене Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене илме тивĕç пулни те сумлă.