Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн çемье уявĕ

10 июня 2008 г.

Чăн-чăн çемье уявĕ Çанталăк сулхăнрах пулнине пăхмасăр Елчĕкри тĕп стадион ĕçпе юрă тата спорт уявĕн пĕрремĕш кунĕнче ача-пăчан хаваслă сассипе янăраса тăчĕ. Кунта кунĕпех аттракцион ĕçлерĕ. Уява хутшăннисем Акатуйăн икĕ кунĕнче те ял тăрăхĕсем, районти тĕрлĕ шкул, Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕ тăратнă сăн ỹкерчĕксен, ал ĕçĕсен, ỹкерчĕксен куравĕсемпе паллашма пултарчĕç. Вĕсемпе Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров та кăмăлласах паллашрĕ, пысăк хак пачĕ. "Килĕшỹ те туслăх сана, савнă Елчĕк ен" ятпа иртнĕ концерт, "Ырă кун, тĕнче" спортпа музыка композицийĕ куракансене сцена çывăхне йыхравларĕç. Районти шкулсенче вĕренекен пултаруллă ачасен юрри-ташши тыткăнларĕ вĕсене. Мала тухнă юрăçсемпе ташăçăсене палăртма кăмăллă. Татьяна Ивановăпа Константин Федотов (Елчĕк шкулĕ), Рина Светопольскаяпа Ксюша Смирнова (Курнавăш), Елчĕк шкулĕнчи "Хĕлхем" ушкăн, Курнавăшри ташăçăсен ушкăнĕ тупăшура чи лайăххисен шутĕнче пулчĕç. Уява пухăннисене Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, Елчĕк район пуçлăхĕ Н.Миллин, район пуçлăхĕн çумĕ _ райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый тата ыттисем саламларĕç. Район, республика шайĕнче палăрнă вĕрентекенсене, вĕренỹре, спортра, юрă-ташăра çитĕнỹсем тунă вĕренекенсене Л.Левый дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕ. "Çулталăкри ученик - 2008" ята çĕнсе илнĕ А.Смирнов (Курнавăш) пултаруллă çамрăксене çулсерен парăнакан Н.Петров ячĕллĕ премие тивĕçрĕ. Уявпа çемьесем питĕ кăмăллă юлчĕç. Çамрăксем вара уяв хыççăн иртнĕ дискотекăра сĕм çĕрлеччен савăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика