Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н.В.Федоров Елчĕксемпе кăмăллă

10 июня 2008 г.

Н.В.Федоров Елчĕксемпе кăмăллă Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ Акатуй районта пурăнакан ватти-вĕттишĕн те яланах кĕтнĕ, юратнă уяв шутланнă, халĕ те çавăн пекех. Ытти çулсенче икĕ куна пынă ĕçпе юрă тата спорт уявне вырсарни кун савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Район пуçлăхĕн хушăвĕпе кăçалхи уяв пĕрремĕш кун _ çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче уçăлчĕ. Ăна "Ача-пăча вăййисем" ят панă, Чăваш Республикинчи Ырă ĕçсен çулталăкне тата Раççейри Çемье çулталăкне халалланă. Çак кун район центрĕнчи Тĕп лапам, тĕп стадион уяв тумне тăхăнчĕ. Кăнтăрла иртсен Тĕп лапампа стадион çитĕннисемпе ача-пăчапа тулчĕ. Сцена çинче юрă-кĕвĕ янăрарĕ, стадионта спорт вăййисем пуçланчĕç. Уяв хĕрсе пынă вăхăтра Шăмăршăра ĕçлĕ визитпа пулнă хыççăн Елчĕке Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров хăйĕн мăшăрĕпе килсе çитрĕ. Район пуçлăхĕ Н.П.Миллин стадиона пухăннисене ĕçпе юрă тата спортăн 51-мĕш уявĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, Акатуйра савăнăçлă канма, спорт ăмăртăвĕсенче, конкурссенче ăнăçусем тата çитĕнỹ сĕнчĕ. "Çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне аталантарма тата сывлăхне çирĕплетме паян районта ачасемпе çамрăксен çурчĕ, "Улăп" спорт керменĕ, искусство шкулĕ, спорт залĕсем ĕçлеççĕ. Çакна палăртма кăмăллă, çулсерен районти шкулсенче вĕренекенсем республикăра тата Раççей шайĕнче иртекен конкурссемпе олимпиадăсене, спорт вăййисене активлă хутшăнаççĕ, çитĕнỹсем тăваççĕ. Уява пĕр-пĕр ĕçпе, çитĕнỹпе кĕтсе илни паха. Кăçалхи Акатуй тĕлне Елчĕкре çĕнĕ кану вырăнĕ _ парк тума пуçăнтăмăр. Унта малашне ваттине те, вĕттине те уçăлса çỹреме, канма меллĕ пулĕ. Таса урамсемпе илемлĕ парксем чуна пуянлатаççĕ, пĕр-пĕринпе ырăрах пулма хистеççĕ", _ терĕ вăл. Чăваш Республикин Президенчĕ Елчĕк районĕн çамрăк çыннисене иксĕлми телей, çирĕп сывлăх сунчĕ, район ĕçченĕсене çĕре юратнăшăн, тĕрлĕ отрасльте ĕçлекенсене пултаруллă та хастар пулнăшăн тав турĕ, тăнăçлăх, ĕçре тата пурнăçра çĕнĕ çитĕнỹсем тума ырă сунчĕ, малта пыракансене Хисеп грамотисем, парнесем пачĕ. "Победа" ЯХПКри машина мелĕпе ĕне сăвакан З.А.Емельянова оператор, Г.В.Изратов механизатор, "Победа" ЯХПКри В.П.Люллин ветеринари работникĕ, "Кушкă" ЯХПКри çамрăк выльăхсене пăхакан В.И.Трофимова оператор, "Родник" ЯХПКри машина мелĕпе ĕне сăвакан Е.Н.Никитина оператор РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти физкультура учителĕ А.С.Константинов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ О.Н.Федоров Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвне, хаклă парнесене тивĕçрĕç. "Газпром" ОАО çĕршывра физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ятарлă программа йышăннă. Спорт объекчĕсем тума вăл укçа-тенкĕ уйăрать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.С.Мифтахутдинов тăрăшнипе Елчĕк районне искусствăлла стадион тума 3,4 миллион тенкĕ куçарса параççĕ. Çакăн çинчен Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров пĕлтерчĕ. Стадиона Елчĕк шкулĕпе, "Улăп" спорт комплексĕпе юнашар тума палăртаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика