Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утă çине тухма хатĕрленеççĕ

07 июня 2008 г.

Утă çине тухма хатĕрленеççĕ Кĕçех хĕл валли паха выльăх апачĕ хатĕрлес тапхăр пуçланать. Паллах, ăна тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илмелле, уй-хирти хĕрỹ тапхăрта техника шанчăклă пулмалла. Çак вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлеме хутшăнакан агрегатсене тивĕçлипе пăхса ямалла, хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Утă, сенаж хатĕрлекен техника юсавлăх тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнине ятарлă комисси çулсеренех тĕрĕслет. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ çулсеренех çĕнĕ техника туянать. Кăçал çеç кунта "Дон-1500" комбайн, прицеплă КАМАЗ автомашина, утă пухакан, тавăрса типĕтекен икĕ барабанлă кĕрепле, пресс-подборщик туяннă. Утă, сенаж хатĕрлеме хăй тĕллĕн çỹрекен КПС-5 йышши 2, КСК-100, "Марал" агрегатсем хутшăнаççĕ. Вĕсене тĕплĕн юсаса хатĕрленĕ _ паян тесен паян ана çине тухма хатĕр. Техникăна çĕнетес енĕпе "Марс" хуçалăх та лайăх ĕçлет. Кунта курăка вĕтетекен "Клевер" косилка, прицеплă косилка-плющилка, пресс-подборщик илсе килнĕ. Утта рулон туса пухасшăн _ çак тĕллевпе ăна турттарма ятарлă платформа туса хатĕрлеççĕ. Хуçалăх ертỹçи М.Сайфутдинов машинăпа трактор паркне йĕркене кĕртсе малашне те çĕнĕ техника туянасшăн. "Победа" ял хуçалăх производство кооперативĕнче выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăна иртнĕ çул чылай туяннă. Халĕ вĕсене çĕнĕрен пăхса тухаççĕ, иртнĕ çулсенчи çитменлĕхсене шута илсе кăçал кăлтăксем ан пулччăр тесе тăрăшаççĕ. Кунта пĕтĕм ĕçе механизацилеççĕ. "Свобода" хуçалăх та кăçал "Клевер" косилка туяннă, ăна ĕçе хатĕрлеççĕ. "Бикуловы" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче КСК-100 агрегат туянма палăртнă. Комисси "Арланово", "Яманчурино" ОООсенчи, "Рассвет", "Сатурн" хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăна пăхса тăрассипе аван ĕçленине палăртрĕ. Çапах та çак хуçалăхсенче лайăххипе пĕрле начар енсем те палăраççĕ. Акă, "Победа" хуçалăхра КСК-100, "Арланово" ОООра Е-302 агрегатсене патшалăх енчен регистрацилемен. "Нива" ял хуçалăх производство кооперативĕнче КПС-5, Е-281 агрегатсене юсама пачах пуçăнман. Уй-хирти курăк хăвăрт çитĕнет. Ăна вăхăтра пухса илмесен пахалăхлă выльăх апачĕ туса илеймĕн. Çавăнпа техника шанчăклă ĕçлемелле. Тĕрĕслев çакна та кăтартрĕ: хăш-пĕр хуçалăхсенче техникăна ятарлă пĕлỹ илмен çынсене те шанса параççĕ, удостоверенисене, ĕçе тухма ирĕк паракан документсене механизаторсем хăйсемпе пĕрле илсе çỹремеççĕ, машинăсене патшалăх енчен регистрацилемеççĕ. Техникăпа çỹреме ирĕк паракан кивĕ йышши удостоверенине çĕннипе улăштарман, тракторсемпе прицепсене, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти йышши машинăсене обязательнăй майпа страхламан тĕслĕхсем те сахал мар. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмасăр агрегатсен çаврăнакан пайĕсемпе узелĕсене ятарлă хупкаçсемпе витменни те тĕл пулать. Çитмен-лĕхсене пĕтермеллех. Çакă та тĕлĕнтерет: уйрăм çынсемпе районти шкулсем хăйсен тракторĕсене, прицепĕсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармаççĕ. Çак ĕçе утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле, усă курман техникăна шутран кăлармалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика