27 мая 2008 г.
Районти тĕп библиотекăна тăватă уйăхра 2137 вулакан çырăннă. Вĕсем 24201 кĕнеке илсе вуланă. Вулавăша тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансем çỹреççĕ. Вĕсен хушшинче учительсем, врачсем, культура, ял хуçалăх ĕçченĕсем, пенсионерсем, шкул ачисем тата ыттисем те. Куçăмсăр майпа вĕренекенсем те нумай, вĕсене эпир май килнĕ таран пурне те пулăшма тăрăшатпăр. Вулавăшра кĕнекесемпе тивĕçтернисĕр пуçне тĕрлĕ мероприятисем ирттересси йăлара. Çыравçăсен паллă кунĕсене халалласа тĕл пулусем, литература каçĕсем, тишкерỹсем, кĕнеке куравĕсем йĕркелетпĕр. Çак меро-приятисенче çĕнĕ технологисемпе усă куратпăр. Район тата республика шайĕнче иртекен акцисене те хутшăнмасăр юлмастпăр. Вулавăшра çут çанталăка юратакансен "Управçă", "Правовед" клубĕсем, çавăн пекех нумай çул "Сывă ăру" шкулĕ ĕçлет. Районти тĕп вулавăшăн фончĕ 44 пин ытла кĕнекерен тăрать. Чи хастар вулакансене асăнса хăварас килет. Г.Никифорова акушерка, С.Кудашов тата А.Лапшин тухтăр-хирургсем, Д.Кудряшова вĕрентекен, Н.Усанов рабочи, Н.Шляпин колхозник, В.Соловьев пенсионер тата ыттисем те. Вулав залĕсенче 45 тĕрлĕ хаçат-журналпа паллашма пулать. Унтах информаципе библиографи уйрăмĕ. Кунтан та вулакансем татăлмаççĕ. Çакăнтах Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ йĕркеленĕ информаци стенчĕ. Вулакансем патне кирлĕ информацие вăхăтра çитерсе тăраççĕ вĕсем. Кĕнеке _ чи çывăх юлташ. Темле йывăр вăхăтра та алла кĕнеке тытса лăпланса ларма пулать. Хисеплĕ вулакансем! Пирĕн патне килсех çỹрĕр, сирĕншĕн пирĕн вулавăш алăкĕсем яланах уçă.