27 мая 2008 г.
Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче районти шкулсенче "Юлашки шăнкăрав" уявне халалланă линейкăсем иртрĕç. Районти 291 выпускникшăн çак кун, чăн та, юлашки шăнкăрав янăрарĕ. 9-мĕш класс пĕтерекенсем кăçал 365-ĕн. Елчĕк шкулĕнче "Юлашки шăнкăрав" уяв 10 сехетре пуçланнă. Унта район пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăннă. Николай Петрович чи малтанах районти педагогсемпе шкул ачисен çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăнă. Выпускниксене экзаменсене ăнăçлă тытма, умри çĕр-çĕр çултан пĕрне _ чуна чи çывăххине суйласа илсе унпа пурнăç тăршшĕпех такăнмасăр утма сĕннĕ. Вĕренỹре, тĕрлĕ конкурсра, спортра палăрнисем Хисеп хучĕсемпе тав сăмахĕсене тивĕçнĕ. Салам сăмахĕсем çумне директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ О.Баранова, выпускниксен пĕрремĕш вĕрентекенĕсем, класс ертỹçисем, ашшĕ-амăшĕсем хутшăннă. Елчĕк шкулĕнчен кăçал тăватă класра пĕлỹ пухнă 85 выпускник вĕренсе тухать. Юлашки шăнкăрава çак кун 11-мĕш класри Д.Васильевпа 1-мĕш класри А.Вишнева янратнă. Патреккел шкулĕнчен кăçал 12 çамрăк вĕренсе тухать. 9-мĕш класра пĕлỹ пухнă 18 вĕренекеншĕн те асăннă шкулта шăнкăрав юлашки хут янăрарĕ. Çитес вĕренỹ çулĕнче Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул 9 çул вĕренмелли тĕп шкул пулса юлать. Шкул директорĕ Н.Иванов çак кун кашни выпускника ырă çул сунчĕ. Чи малтанах экзаменсене ăнăçлă тытма сĕнчĕ. Вĕренỹре тата спортра, юрă-ташăра, тĕрлĕ конкурсра палăрнисене Хисеп хучĕсемпе тата Дипломсемпе хавхалантарчĕ. Выпускниксене райадминистрацин социаллă аталану секторĕн ертỹçи А.Александрова, пĕрремĕшсем, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ саламларĕç, такăр çул сунчĕç.