24 мая 2008 г.
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви йĕркеленипе ĕç династи-йĕсен улттăмĕш слечĕ иртрĕ. Унта 35 ĕç династине йыхравланă. Пирĕн районтан слета Тăрăмри Иосиф Петровичпа Галина Алексеевна Афанасьевсем хутшăнчĕç. Афанасьевсен ĕç стажĕ 279 çулпа танлашать. Ял хуçалăхĕнче палăрнă вĕсем. Çемье пуçĕ Иосиф Петрович Тăрăмра колхозник çемйинче ỹссе çитĕннĕ. Унăн ашшĕ, Петр Афанасьевич, 1917 çулта çуралнăскер, 1929 çулта колхоз йĕркеленсен 12 çултах хуçалăхра ĕçлеме пуçланă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Вăрçă пуçлансан фронта тухса кайнă, йывăр аманнă. Вăрçăран таврăнсан каллех тăван хуçалăхра тăрăшнă. Унăн ĕç стажĕ 48 çулпа танлашнă. Амăшĕн, Евгения Герасимовнан (Кĕçĕн Таяпа хĕрĕ пулнă) ĕç стажĕ _ 35 çул. Вĕсен хĕрпе ывăл çитĕннĕ. Ачисем çамрăкранах ĕçпе пиçĕхнĕ. Иосиф 16 çултах колхоз членĕ шутланнă. 1966-1969 çулсенче çар ретĕнче пулнă хыççăн тăван яла таврăннă, ашшĕ пекех скотникра, кĕтỹçре тăрăшнă. Мăшăрĕ, Галина Алексеевна, Тип Тимешре колхозник çемйинче çуралса ỹснĕ. Унăн ашшĕ, Алексей Павлович Пушков, 44 çул сысна пăхнă. Амăшĕ, Пелагея Андреевна, хуçалăхра 39 çул тăрăшнă. Галина Алексеевнан ĕç стажĕ _ 35 çул. Ĕçчен çемье икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Афанасьевсен ывăлĕ Сергей ашшĕ-амăшĕн çулнех такăрлатать. "Рассвет" хуçалăхра 21 çул ЗИЛ-130 автомашинăпа ĕçлет. Унăн мăшăрĕ, Надежда Васильевна, асăннă хуçалăхра пăру пăхать. Ырă йăласене ламран-лама куçарса пырса Афанасьевсем халăх хушшинче хисеп çĕнсе илнĕ, ĕçченлĕхпе тата тăрăшулăхпа палăрнă. Пархатарлă ĕçĕсемшĕн Афанасьевсем нумай наградăна тивĕçнĕ.