16 мая 2008 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров усă курман çĕрсене хуçалăх çаврăнăшне кĕртесси республикăн агропромышленность комплексĕн чи кирлĕ тĕллевĕсенчен пĕри тесе палăртать. Çакна тĕпе хурса район территорийĕнчи çĕрсене кăçал уйрăмах пĕтĕм лаптăкра ĕçлесе хатĕрлеме кирлине ăнланатпăр. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче акмасăр, хура пусă валли хăварнă анасем 4958 гектар шутланаççĕ. Чи пысăк лаптăк К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра _ 556 гектар, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра 502 гектар, "Клевер" ОООра _ 465 гектар. Асăннă хуçалăхсенче Президент хушăвне пурнăçлас ыйту уйрăмах çивĕч тăрать. Хăрушлăх та пур: вĕсенче палăртнă çĕр лаптăкĕсене ĕçлесе хатĕрлеме ĕлкĕреймессе пултараççĕ. Çак вăхăт тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче акмасăр хăварнă çĕрсене 1221 гектар çинче пĕрремĕш хут ĕçлесе хатĕрленĕ. "Рассвет", "Победа", "Марс", "Знамя", "Арланово" ял хуçалăх предприятийĕсенче хура пусă лаптăкĕсене пĕрремĕш хут ĕçлесе хатĕрлессине вĕçленĕ. Сăмах май, çакна палăртса калани те вырăнлă пулмалла, Ленин ячĕллĕ, "Нива", "Кушелга", "Звезда" ял хуçалăх предприятийĕсенчи темиçе çул акăнман, çум курăк _ шурут пусса илнĕ çĕрсене ĕçлесе хатĕрлени анчах çителĕксĕр. Вĕсенче çум курăксене пĕтермелли "торнадо" е "раундап" наркăмăшлă им-çамсемпе усă курмасăр та май çук. Ăна кашни гектар çĕр пуçне 3-4 килограмм сапмалла. Ертỹçĕсемпе специалистсене асăрхаттарсах çакна каласшăн: çĕр типсе, анасене çум курăк пусса иличчен, шăрăх кунсем пуçланиччен хура пусă анисене пĕрремĕш хут ĕçлесе ха-тĕрлессине кая хăвармасăр вĕçлемелле.