13 мая 2008 г.
ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Кушкă ялĕн хирĕсем тикĕссĕн сарăлса выртнă. Кивĕ Арланкасси ялĕ енчен юхса килекен шыв айлăмĕнчен таса çăл куçсем тапса тăнă. Выртмана килекен лашасене ешĕл курăк вăй кỹнĕ. Çулла айлăм урлă курăк валĕсем тăсăлса выртнă. 1911-1917 çулсенче кунта Кушкă ялĕнчен уйрăлса тухнă 9 хуçалăхран тăракан хутор йĕркеленет. Вăтăрмĕш çулсенче колхоз чăмăртансан хирсене тракторсемпе тарăн сухалама пуçланă. Çурхи шывсем вăйлă юхнипе çĕре шыв çурма тытăнать. Çырма урлă каçса çỹреме бульдозерпа тăпра тĕртсе тунă пĕвесем çырана тата та вăйлăрах аркатнă. 1980 çулта мана Кушкăри комплекслă бригада бригадирне суйласан ял халăхĕ çĕр суранĕпе çине тăрса кĕрешме тытăнчĕ. Шыв çурса кайнă вырăнсене йывăçсем лартрăмăр, çатансем карса çĕре ишĕлме чартăмăр. 1986 çулхи çулла тарăн çырма урлă тĕреклĕ пĕве туса хутăмăр. Коллектива çỹлленхи ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн куçса çỹрекен Хĕрлĕ Ялавне ĕмĕрлĕхе упранма хăварчĕç, комсомол мухтавĕн летопиçне кĕртрĕç. Çỹлерех асăннă пĕвепе шыв сиккине 1998 çулта, мана агронома суйласан, туса пĕтер-тĕмĕр. Халĕ çырма тикĕсленчĕ. Çырмара ỹсекен йывăçсем çине тĕрлĕ кайăксем иленнĕ. Хирсен хĕвел анăç енчи лаптăкĕнче, варсем çурса кайнине пула, çĕр акма юрăхсăра тухнăччĕ. Çакна шута илсе 4-мĕш уя нумай çул ỹсекен курăксем акрăмăр. 80-90-мĕш çулсенче йывăçсен ытлашши турачĕсене касса çĕре çурса кайнă вырăнсене çатансем тытрăмăр. Çак ĕçе пурнăçлама правлени членĕ, III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕн кавалерĕ Геннадий Трофимов пенсионер, Борис Андреев, Николай Волков хастар хутшăнчĕç.