13 мая 2008 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнчи 16-мĕш номерлĕ "2008 çулта Чăваш Республикинче Ырă ĕçсен çулталăкне хатĕрленсе ирттерессин мероприятисен планĕ çинчен" йышăнăвне пурнăçласа Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалласа ирттерекен уяв тапхăрĕнче _ çу уйăхĕн 12-17-мĕшĕсенче "Эпĕ тата манăн пысăк çемье" акци иртет. Палăртнă акци нумай ачаллă çемьесен обществăри авторитетне ỹстерме, ỹссе çитĕнекен ăрăвăн кăмăл-сипетне çирĕплетме, çамрăксене çемьене хисеплеме, çемье умĕнчи тивĕçе ăнланма пулăшмалла. Мероприятин тĕп тĕллевĕ _ нумай ачаллă çемьесене хавхалантарасси, социаллă хỹтлĕх парасси. "Эпĕ тата манăн пысăк çемье" акцие 18 çула çитмен виçĕ е унтан та ытларах ача çитĕнтерекен çемьесем хутшăнаççĕ. Çак тапхăрта районта çак мероприятисем иртнĕ е иртеççĕ: Çу уйăхĕн 12-мĕшĕ. Халăха социаллă пулăшу паракан центрта уçă алăксен кунĕ иртнĕ. "Сирĕн ачăрсем çитĕнеççĕ" çавра сĕтел хушшинчи калаçу. 12 çула çитмен нумай ачаллă çемьесемпе тухтăр-педиатр, тухтăр-нарколог тĕл пулнă. Çу уйăхĕн 13-мĕшĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи нумай ачаллă çемьесем "Анне, атте тата эпĕ _ тус-лă çемье" хаваслă старта хутшăннă. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕ. Елчĕкри тăван тавралăх музейĕнче çемьесен пултарулăхĕн "Çемье мастерскойĕ" выставкине, ачасен ỹкерчĕкĕсен "Çемье _ мăнаçлă" конкурсне йĕркелеççĕ. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕ. "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче "Çамрăк çемье _ 2008" конкурс иртет. Çав кунах кунта нумай ачаллă çемьесем валли _ "Уçă алăк". Çу уйăхĕн 16-мĕшĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулаççĕ. Çула çитмен ачасене ĕçе хăнăхтарасси, çуллахи каникул вăхăтĕнче вĕсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарасси пирки консультаци параççĕ. Çу уйăхĕн 17-мĕшĕ. Елчĕкри искусство шкулĕн вĕренекенĕсем Лаш Таяпари, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çурчĕсенче пурăнакан ватăсене Ыр кăмăллăх концерчĕ кăтартаççĕ. Асăннă ялсенчи нумай ачаллă çемьесене те кунта йыхравлаççĕ.