06 мая 2008 г.
Чăваш Республикинче "Присурский" патшалăх çут çанталăк заказникĕ ĕçлеме пуçлани 15 çула яхăн. Вăл виçĕ район территорийĕнче вырнаçнă, унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 9148,7 гектар. Çак çулсенче унчченхи лесничество территорийĕнче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç: кунта çут çанталăк хăйĕн саккунĕсемпе пурăнать. Заповедник наука тĕпчевĕсем чылай ирттерет. Курăкпа витĕннĕ вăрмана тахçан кунтан тарнă хир сысни, упа, хăнтăр, тăрна, мулкач, çулевĕç, ăсан, пăчăр, ăмăрткайăк каялла таврăнчĕç. Наука ĕçĕсем ирттерме халĕ кунта условисем çителĕклĕ. Заповедник республикăри чи паллă вырăн пулса тăчĕ. Кунта ỹсен-тăрансен 750 тĕсĕ ỹсет, 120 тĕрлĕ мăк, 70 тĕрлĕ кăмпа, 300 тĕрлĕ нăрă пур. Наука ĕçĕсем çырма Чулхула, Пущино, Тольятти, Пенза хулисенчи ученăйсем те килеççĕ. Çак çулсенче ачасене çут çанталăка юратма вĕрентессипе те нумай ĕçлеççĕ. Кашни çулах эколагерьсем йĕркелеççĕ. Унта республикăн тĕрлĕ районĕсенче пурăнакан ачасем пухăнаççĕ. Ятарлă программа тăрăх вĕсем çут çанталăка тĕпчеççĕ, заповеднике çỹп-çапран тасатаççĕ, тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ.