30 апреля 2008 г.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 63 çул çитнине халалласа тылра ĕçленĕ хĕрарăмсемпе тĕл пулу ирттертĕмĕр. Зинаида Муллина, Анисия Евдокимова, Анна Траншкина пенсионеркăсем ялти шкула пуçтарăнчĕç. Чи малтанах ватăсем библиотекăпа паллашрĕç, компьютерпа ял историйĕ çинчен слайдсем курчĕç. Ун хыççăн Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти истори учителĕ Р.Макарова вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăç çинчен калаçу пуçарчĕ. Вăрçă... Миллион çын чĕринчи суран паянхи кунччен те тỹрленмест. Мĕн чухлĕ нуша, асап тỹсмен-ши мирлĕ халăх. Вăй питти арçынсем вăрçа тухса кайсан ватти-вĕтти, çамрăксем хуçалăхра çĕрне-кунне пĕлмесĕр пилĕк авнă. Вĕсем тылри ỹсĕмсемпе фронтри салтаксене вăй парса тăнă. Çулсем иртнĕçемĕн вăрçă нушине тỹснĕ çынсем те сахалланса пыраççĕ. Пурăнакансем вара паян та хăрушă çулсене манаймаççĕ. Асаннесемпе кукамайсем хăйсен йывăр пурнăçне аса илнĕ май куççулĕсене чараймаççĕ. Салтаксемшĕн çеç мар, ял çыннисемшĕн те вăрçă çулĕсем питĕ кансĕр пулнă. Хисеплĕ асаннесене мăнукĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. "Яту хисеплĕ санăн, асанне, Ĕçỹ-хĕлỹпе мухтавлă..." Эпир, мирлĕ саманара çуралса ỹснĕскерсем, ветерансем умĕнче пуç таятпăр.