11 октября 2017 г.
Раççейри ялсенче ачасене тарăн пĕлỹ парса вĕрентсе кăларакан чи лайăх 300 шкул йышне Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул та кĕчĕ. Кăçалхипе виççĕмĕш хут Раççейри чаплă шкулсен йышне кĕнишĕн эпир çав тери кăмăллă. Çакă пире тата пысăк хавхаланупа ĕçлеме хистет.
Çитĕнỹ нихăçан та хăй тĕллĕн килмест. Ỹсĕм тăвасси кашни вĕрентекенĕн пултарулăхĕнчен, вăл хăй суйласа илнĕ профессине чунтан парăннинчен килет. Коллективра 44 педагог тăрăшать. Вĕсенчен 25-шĕ аслă, 19-шĕ пĕрремĕш категориллĕ. Хăйсен ĕçĕпе Раççей, республика шайĕнче палăрнă учительсем те тăрăшаççĕ пирĕн туслă йышра. Çамрăксем вĕсен паха опытне пысăка хурса хаклаççĕ.
Паллах, шкулăн ят-сумне çĕклекенсем - унăн вĕренекенĕсем. Ачасем виçĕ енлĕ профильпе вĕренеççĕ. Хальхи вăхăтра шкулта 673 ача пĕлỹ пухать. Вĕсен пĕлỹ шайне чи малтан шкул шайĕнчи предметсен олимпиадисенче тĕрĕслетпĕр. Хăйсен пĕлĕвне, тавра курăмне мĕнпур енĕпе хаклас текенсем çулсеренех ỹссе пыраççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкулти 357 ача предметсен олимпиадине хутшăнма кăмăл турĕ. 73-шĕ район шайĕнчи олимпиадăра тупăшрĕ. 29 вĕренекен чи нумай балл пухса регион шайĕнчи олимпиадăна хутшăнма пултарчĕ. Вĕсенчен улттăшĕ призерсен йышне кĕчĕ. Шкул чысне çỹле çĕклекен вĕренекенсен ячĕсене яланах ырăпа аса илетпĕр. Вĕсем - Андрей Данилов (физика), Екатерина Агеева (ОБЖ), Александр Ивановпа Юлия Доброхотова (географи), Роман Романов (физкультура), Николай Петров (технологи), Светлана Кожевникова (чăваш чĕлхипе литератури). Сăмах май вĕсен ертỹçисем - Алексей Данилов, Николай Волков, Венера Тябукова, Виктор Демьянов, Сергей Долгов, Надежда Кушманова çулсерен пысăк ỹсĕмсем патне ăнтăлаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрне Николай Петров хутшăнчĕ. Вăл Раççей шайĕнче призер пулса тăчĕ. Çакă пирĕн шкулти иккĕмĕш пысăк çитĕнỹ. Аса илтермесĕр иртес мар, Д.Кондратьев пĕлтĕр физкультурăпа Раççей шайĕнче призлă вырăн çĕнсе илнĕччĕ.
Аслисен кăна мар, кĕçĕннисен те сулмаклă утăмĕсем палăраççĕ. Кĕçĕн классем хушшинче иртекен ăс-хакăл вăййисен республика тапхăрĕнче Руслан Никонов (вырăс чĕлхи), Олеся Колсанова, Анастасия Архипова (чăваш чĕлхи), Дарина Чернова, Юлия Маркова (чăваш литератури) призерсен йышне кĕчĕç. Вĕсене Ирина Идутова, Ольга Кузьмина вĕрентекенсем ертсе пыраççĕ.
Вĕренỹре, спортра, общество пурнăçĕнче хастар ачасем çулсеренех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăраççĕ. Кăçал ăна 7 вĕренекен тивĕçнĕ.
Шкулăн спортри çитĕнĕвĕсем те çулран-çул ỹссе пыраççĕ. Елчĕк шкулĕн команди кăçал "Зарница" вăййинче республикăра призер пулчĕ. 98 вĕренекен ГТО нормисене пурнăçларĕ. Республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурссене хутшăнса илнĕ дипломсем хушăнсах пыраççĕ. Районти шкулсем хушшинче ирттерекен спартакиадăра та эпир яланах пĕрремĕш.
Шкулта тĕрлĕ сăнав площадкисем ĕçлеççĕ. Ачасене вĕренме, учительсене вĕрентме шкулта мĕнпур услови çителĕклĕ. Классем çутă та хăтлă, ăшă. Шкулăн пурлăхпа техника бази пуян. Кабинетсенче компьютерсемпе мультимедийлă проекторсем вырнаçтарнă. Библиотекăра электронлă изданисемпе илемлĕ литература, учебниксем çителĕклĕ. 22 ялтан çỹрекен 228 вĕренекене 3 автобус турттарать.
Л.ВАСИЛЬЕВА,
шкул директорĕ.