11 октября 2017 г.
Елчĕк район прокуратури миграци саккунĕсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ май Интернет çыхăнăвĕнче Раççей Федерацийĕн территорийĕнче, Мускав тата Ленинград облаçĕсенче ултавлă майпа регистрациленме сĕнекен сайтсене асăрханă.
Суя информаци вырнаçтарнă сайтсене хупса лартас тĕллевпе район прокуратури суда тавăç тăратнă. Суд прокуратура тавăçне тивĕçтернĕ, çавна май суя информациллĕ сайтсен çулне пỹлме май килнĕ.
К.ЯНДИМИРКИНА,
прокурор пулăшуçи.