Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пỹлме тулли "сарă ылтăн"

07 октября 2017 г.

Пỹлме тулли "сарă ылтăн"

Сăмах хирти тырă пирки мар, кĕлетри пирки. Çĕрпе тухăçлă усă курма тата ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пĕлнĕрен кашни çул пỹлмене шăнăçайми тыр-пул пухса кĕртекен "Сатурн" ялхуçалăх производство кооперативĕнчи уй-хир ĕçченĕсем черетлĕ ĕççи тапхăрĕнче çанталăк условийĕ кăларса тăратнă йывăрлăхра та парăнман. Йĕпе-сапа - тăтăш çумăр çунă пулин те кун-çĕр уяртнă вăхăтпа тухăçлă усă курма пултарнă, çапла майпа тĕш тырă культурисене пĕр тăкаксăр алла илнĕ. Ахальлĕн тыр-пул тухăçĕ 1 гектар пуçне шутласан 43 центнерпа танлашайман пулĕччĕ. Яваплă тапхăрти ĕç-хĕл пирки ялхуçалăх предприятийĕн ертỹçи Юрий Викентьев тĕплĕнрех каласа кăтартма килĕшрĕ.

- Ялхуçалăх çулталăкĕ вĕçленмен пулин те ỹсен-тăран отраслĕнчи кăтартусем, пĕтĕмĕшле илсен, паллă. Палăртнă тĕллевсене, Юрий Семенович, пурне те пурнăçлама май килчĕ-и?

- Ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме яланах кăмăллă. 628 гектар çинче çитĕнтернĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕнчен пурĕ 27000 центнер, кашни гектартан 43 центнер тĕш тырă пухса кĕртме пултартăмăр. Малтан палăртнă тĕллеве туллин пурнăçлама пултарнин тĕп вăрттăнлăхĕ тыр-пул никĕсне агротехника ыйтнине пăхăнса хывса хăварни тесе шутлатпăр. Çĕр ĕç культурисене çитĕнтерессинче минераллă удобренисемпе, элита репродукцири вăрлăхсемпе кашни çул çителĕклĕ таран усă куратпăр. Тухăçа ỹстермелли çĕнĕ мелсене алла илмеллине те лайăх ăнланатпăр. Урăхла пулма та пултараймĕ, мĕншĕн тесен ялхуçалăх производствинче тĕш тырă культурисене çитĕнтересси яланах тĕп ĕç шутланать - çăкăртан асли урăх нимĕн те çук.

Аслă Таяпара 120 гектар çĕр арендăна илсе ĕçленĕшĕн те халĕ пĕрре те ỹкĕнместпĕр. Мĕншĕн тесен пирĕн хуçалăхăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ пысăках мар, палăртнă 120 гектара илсен те, вăл 1174 гектарпа анчах танлашать. Арендăна илнĕ лаптăксенчи çĕр пулăхне ỹстересси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр.

Кăçалхи ĕççи тапхăрĕ чи йывăр условисенче иртнине шута илсе районти чылай хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулассинчи ĕçе тухăçлă йĕркелеме май паракан "КСУ-1" йышши универсаллă жаткăсене хутăштарма пултарчĕç пулсан, эпир ăна туянма вăй çитерейменнине те йышăнатпăр. Çак сăлтава пула тыр-пула вырса паккуссене кушăхтарма хывас ĕçре йывăрлăхсемпе тĕл пулнине пытараймăн. Йĕпе тырра типĕтме усă куракан сушилка пулманни те пысăк чăрмав кỹчĕ. Пĕр сăмахпа, кăçалхи çанталăк условийĕ пурне те ăса вĕрентрĕ.

- Кĕрхи пуянлăх хĕл каçма, теççĕ.

- Куç хăрать те, алă тăвать. Йывăрлăхсем халĕ хыçа юлчĕç. Уй-хирти кĕрхи ĕçсем те вĕçленнĕпе пĕрех. Тырра хамăра кирлĕ чухлĕ саппасланă, ытлашшине сутатпăр. Кăçалхи çăмăл мар çанталăк условийĕнче тыр-пул туса илессинче тăкаксем те сахалах мар пулнине шутласан, унăн сутлăх хакĕ тивĕçтерменнине те пурте ăнланатпăр.

Выльăх апачлĕх культурăсем те уйрăмах тухăçлă çитĕннĕрен утă, сенажпа куккурус силосне кирлĕ таран хатĕрлесе хăварнă. Ку чухне фермăри ĕне выльăха сивĕ хĕл кунĕсенче тулăх рационпа тăрантарма май пуласса, продукци туса илесси тата ỹсессе пĕлсе тăратпăр.

- Хуçалăх экономикине тĕреклетессинче тĕп вырăн йышăнакан выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем мĕнле, цифрăсемпе тĕплĕнрех паллашма пулĕ-и?

- Отчетлă тапхăрта пĕтĕмпе 7700 центнер, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 115 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕне пуçне шутласан 4700 килограмм сĕт сунă. 9 уйăхри тапхăрта пĕр ĕнерен сĕт сăвасси, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 600 килограмм ытларах. Укçа-тенкĕн ытларах пайĕ те хуçалăх кассине сĕт туса илнинчен пырса кĕнĕ. Çак вăхăтчен ялхуçалăх продукцине пурĕ 27 миллион тенкĕлĕх, çав шутран 15 миллион тенкĕлĕх сĕт сутнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аш-какай та ытларах (111 процент) туса илнĕ.

Никамран пĕр тенкĕ кивçен укçа илмесĕр кăçал фермăра пысăк реконструкци ĕçĕсене пурнăçлама пултартăмăр. Кунта ĕçлеме условисем лайăхланса пынă май çынсен шухăш-кăмăлĕ улшăнасса, малашне выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем тата ỹсессе шанатпăр.

- Производство кăтартăвĕсене çывхартассинче пысăк тỹпе хывакан ĕçченсене ятран аса илсе тав туни кăмăллă. Юрий Семенович, кама палăртса каланă пулăттăр?

- Çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăха пăхмасăр уй-хирти пуянлăха тăкаксăр пухса кĕртессишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тимленĕ çынсене пурне те вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн тав тăватăп. Вĕсем: Геннадий Викентьев, Владимир Квасов, Николай Круглов комбайнерсем, Владимир Краснов, Александр Краснов, Валерий Семенов водительсем, Владимир Крысов, Павел Иванов, Владимир Кукурузов механизаторсем. Николай Купташкин ертсе пыракан ферма коллективĕнчи ĕçченсем те пысăк кăтартусене çывхартассишĕн çулталăк тăршшĕпех уяв, кану кунĕсене пĕлмесĕр хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хываççĕ. Тавтапуç пурсăра та!

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика