07 октября 2017 г.
Юпа уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче районти тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче çакăн пек пĕтĕмлетнĕ шухăшпа анлă калаçусемпе мероприятисем иртнĕ.
Унта халăха, ытларах шкулсенче вĕренекенсене çут çанталăк, техника енлĕ е террорла пулăм сиксе тухсан мĕнле сыхланмалли е çăлав ĕçĕсене епле йĕркелемелли пирки калаçу пынă. Мероприятисене район администрацийĕпе ял тăрăхĕсен специалисчĕсем те хутшăннă.
Районти мĕн пур шкулта çак ыйтупа уçă уроксем иртнĕ. Вĕсене вун-вун ача хутшăннă, практика ĕçĕсемпе паллашнă.
Ăнлантару ĕçĕпе Елчĕк шкулĕн кадет класĕн тата пуçламăш классен вĕренекенĕсем уйрăмах кăмăллă юлнă. Вĕсенчи уçă уроксенче Чăваш Республикин пушар хуралĕпе чрезвычайлă лару-тăрăвĕн 44-мĕш пушар чаçĕн ертỹçи В.Н.Григорьев тата сăнав ĕçĕпе профилактика пайĕн начальникĕ А.Н.Сайкин хутшăннă.
Палăртнă виçĕ кунлăх мĕнле иртнине район администрацийĕн пуçлăхĕ - гражданла оборона начальникĕ Н.П.Миллин тимлĕн тĕрĕслесе тăнă тата пĕтĕмлетнĕ.
(Хамăр корр.).