07 октября 2017 г.
2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курса патшалăх пошлинисене 30 процент йỹнĕрех тỹлеме май пур. Çакăн пирки калакан улшăнусене Раççей Федерацийĕн Налук кодексне пĕлтĕрхи чỹк уйăхĕн вĕçĕнче кĕртнĕ. Çĕнĕ йĕрке Раççей тата ют çĕршыв паспорчĕсене, транспорт хатĕрне регистрацилес, мăшăрланнине ĕнентерекен свидетельствăна, водитель удостоверенине илес е улăштарас текенсене тата ыттисене те пырса тивет.
Çак çăмăллăхпа усă курас тесен темиçе условине пăхăнмалла. Чи малтанах мĕнле пулăшу илессине палăртса gosuslugi.ru пĕрлехи портал урлă заявлени памалла. Патшалăх пошлинине банк картти, карас телефонĕ е электронлă енчĕк урлă тỹлемелли меле суйласа илмелле.