04 октября 2017 г.
Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективне кăçалхи çĕнĕ вĕренỹ çулталăкĕнче çĕнĕ йыш хутшăнчĕ - кунта харăсах икĕ çамрăк педагог çанă тавăрса ĕçе пикенчĕç.
Вĕсенчен пĕри - вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Ольга Алексеевна Питакова. Аслă Елчĕк ялĕн хĕрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тăван района таврăнма, унта ĕçлесе пурăнма çирĕп тĕв тытнă.
- Чунăм çуралнă тăван кĕтесĕме туртрĕ, юратнă Елчĕк енĕн ытарайми çыннисемпе юнашар пулса малашлăхшăн пĕрлехи вăйпа тăрăшса ĕçлес кăмăлăм та пысăк, - тет иксĕлми вăй-халлă çамрăк.
Екатерина Андреевна Сергеева ют чĕлхесене вĕрентет. Вăл - Елчĕк кинĕ, кунти шкулта ĕçлеме хăйне шăпа пỹрнипе те вăл питех те кăмăллă.
Светлана АРХИПОВА.
Автор сăнỹкерчĕкĕнче: Екатерина Сергеева тата Ольга Питакова çамрăк вĕрентекенсем хăйсен професси уявне - Учитель кунне хавхалануллă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илнине палăртаççĕ.