Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене вăхăтра татса памалла

04 октября 2017 г.

Ыйтусене вăхăтра татса памалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки тĕрлĕ калаçу пуçарчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ĕçлĕ калаçăва савăнăçлă самантран пуçларĕ. Вăл "СК "Чувашия-Мед" АО медицина страхованийĕн Елчĕкри уйрăмĕн специалисчĕсене - Галина Петрянкинăпа Татьяна Константиновăна Чăваш Республикинчи медицина страхованийĕн ĕçне аталантарассинче нумай çул ĕçлесе пысăк тỹпе хывнăшăн Елчĕк район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чыс турĕ. Ĕçе тивĕçлипе хаклани, сума суни, паллах, кирек кама та малашне тата тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.

2016 çулта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ĕçе тухăçлă йĕркелессин тĕлĕшĕпе ирттернĕ мониторинг кăтартăвĕсем çинчен экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова чарăнса тăчĕ. Кăтартусене пĕтĕмĕшле тишкернĕ хыççăн пирĕн район республикăри муниципалитетсем хушшинче çиччĕмĕш вырăнта пулнине палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхне çакă тивĕçтермест, ĕçе тухăçлă йĕркелес, кăтартусене тивĕçлĕ шая çитерес тесен малашне мĕнле ĕçсем туса ирттересси пирки ертỹçĕсен умне конкретлă тĕллевсем лартрĕ.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен уйрăмĕн начальникĕ Виталий Рыбкин юпа уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен гражданла оборонăн штаб тренировкине Елчĕк районĕнче епле йĕркепе ирттерме хатĕрленни çинчен чарăнса тăчĕ. Çак кунсенче район территорийĕнче условлă майпа пулса иртекен вĕренỹ ĕçĕсем ятарлă планпа килĕшỹллĕн пурнăçланаççĕ. Яваплă службăсем те хăйсен тивĕçне пурнăçлама туллин хатĕрленнĕ. Гражданла оборонăн штаб вĕренĕвĕ пуласси çинчен районта пурăнакансене те тĕплĕн ăнлантарса памалла.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем - Юрий Блинов, Валерий Афанасьев, Леонид Кошкин, Юрий Смирнов уйрăм хушма хуçалăха йĕркелесе пыма уйăрса панă муниципаллă харпăрлăхри çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртас, уйрăм çуртсене техника инвентаризацийĕ тăвас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Çитес тунтикунхи канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ ытти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен отчечĕсене итлет.

- Ыйтусене вăхăтра татса пама вĕренер, - терĕ вăл канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе.

Сăнỹкерчĕкре: Район администрацийĕн пуçлăхĕ Галина Петрянкинăна чыслать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика