04 октября 2017 г.
Ростехнадзорăн Атăлçи управленийĕн 2016 çулхи тата 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕç-хĕлне Шупашкарта уçă итлев ирттерсе пĕтĕмлетнĕ.
Атăлçи управленийĕ Тутар, Мари, Чăваш Республикисенчи предприятисенчи экологи, технологи тата атом хăрушсăрлăхне пăхса-тĕрĕслесе тăрать. Хăрушă шутланакан объектсем округри кашни регионтах пур, анчах "уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратаканнисем" сакăр хулара вырнаçнă, вĕсен йышĕнче Шупашкар та пур.
Уçă итлеве Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.
Мероприятие пĕтĕмлетнĕ май Ростехнадзор ертỹçи Алексей Алешин Чăваш Енре промышленность хăрушсăрлăхĕ пысăк шайра пулнине палăртнă.