30 сентября 2017 г.
РФ ялхуçалăх министрĕ Александр Ткачев пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулсенче фермер тата ялхуçалăх предприятийĕсенче сĕт туса илесси палăрмаллах ỹснĕ. Çапах çĕршывра тата 5 млн тонна сĕт çитмест.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмахĕпе çакă отрасле аталантарма çул уçать. Республикăра ку енĕпе япăх ĕçлетпĕр теме çук. Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче Раççейре сĕт туса илесси 0,6 процент ỹснĕ. Чăваш Енре вара - 1,8%.
Хуçалăхсене ăратлă вăкăрăн вăрлăхне туяннăшăн, пысăк продуктивлă ĕне усранăшăн, сутнă 1 л сĕтшĕн, выльăх-чĕрлĕх фермине тунăшăн тата юсаса çĕнетнĕшĕн, выльăх-чĕрлĕхе страхланăшăн субсиди параççĕ. Сĕт фермине çĕнетме каякан тăкакăн 30 процентне саплаштараççĕ. Çăмăллăх кредитне те çулталăкра 5 процентпа илме май пур. Министр палăртнă тăрăх выльăх-чĕрлĕхе хывнă 1 тенкĕ инвестици отрасле 2,5 тенкĕлĕх аталанма пулăшать.