30 сентября 2017 г.
Елчĕкри "Шевле" ача садĕнче аслă ăру çыннисен уявне тĕплĕн хатĕрленсе ирттерчĕç.
- Пирĕн ача сачĕ çамрăк. Кунтан ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисем те çук. Çавăнпа та эпир ачасен асламăшĕпе аслашшĕсен, кукамăшĕпе кукашшĕсен уявне ирттерме шутларăмăр, - тет Н.Петрова заведующи.
Эпир шăпăрлансен чуна ăшăтакан сăвви-юррине хапăлласах йышăнтăмăр. Мăнукăмăрсене курса хавхалану, савăнăç çуралчĕ чун-чĕрере. Пĕчĕкскерсем ташлама та, юрлама та ăста. Вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ конкурсра тупăшрăмăр.
Юлашкинчен садикре ĕçлекенсене тав туса мăнуксем парнеленĕ чечек çыххисемпе килсене салантăмăр.
В.ВАСТУЛОВА.