30 сентября 2017 г.
Районта Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне халалланă мероприятисем нумай иртеççĕ. Вĕсене пурне те ватă çынсене хисеплесе куç тĕлне тăвас тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Паян, сентябрĕн 30-мĕшĕнче, автовокзалти "Милена", октябрĕн 2-мĕшĕнче "Надежда" ("Арбат"), "Дарина ("Акатуй") , "Анастасия" ("Анна" лавкка) вырнаçнă парикмахерскисенче ватă çынсене тỹлевсĕрех йышăнаççĕ. Çавăн пекех "Электроникс" салонра документ çине сăнỹкерчĕк тума 50 процент йỹнетеççĕ. "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕ те октябрĕн 1-мĕшĕнче аслă ăру çыннисене тỹлевсĕр йышăнать. Бассейнпа тренажер залĕсене те пенсионерсемпе ĕç ветеранĕсем çулталăк тăршшĕпех 60 процент йỹнетнĕ хакпа çỹреме пултараççĕ.